20 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕн 13—14-мĕшĕсенчи каçхине пирĕн рейд бригади хăш-пĕр ял тăрăхĕсене çитрĕ, культура тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулса çамрăксен канăвне епле йĕркеленипе интересленчĕ.
Тÿрех каламалла, ку учрежденисенче каçсерен хальлĕхе кичем-ха. Çамрăксем валли ятарлă дискотекăсемпе ытти мероприятисем сайра-хутра кăна пулаççĕ, ирттерсен те вĕсене ячĕшĕн çеç йĕркелеççĕ. Çак мероприятие хутшăнакансен йышĕ те нумай чухне пĕчĕк. Ирĕксĕрех çапла шухăш çуралать: каçсерен ăçта-ха пирĕн çамрăксем? Мĕн тăваççĕ, мĕн интереслентерет вĕсене? Каçхи хальхи шăплăх, чăн та, ултавлă мар-ши?
Малтанхи каçах Шывпуç тăрăхне çитрĕмĕр. Вăхăт 20 сехет те 45 минутчĕ. Кану центрĕн кун йĕрки эрне кунсенче кăнтăрла 12—16 тата каçхине 22—1 сехетсенче уçă пулмаллине çирĕплетет. Эпир пынă чухне, тен, çавăнпах пăч тĕттĕмччĕ кунта. Мехпаркра та çаплахчĕ, çурта мăн çăра хураллать, хуралçă тавраш курăнмарĕ. Ялти шкулпа котельнăйра çутă çунатчĕ, анчах каллех никам та çукчĕ.
Алманч шкулĕ. 21 сехет те 10 минут. Яшсем спортзалта волейболла выляççĕ. Хуралçăна курса пулмарĕ. Кану центрне 3—4 çамрăк пуçтарăннă. Сцена çинчи сĕтеле эрехпе, çыртмаллисемпе “пуянлатнă”. Çакă пулать-ши “культурăлла канни?” Р. В. Игнатьева заведующи шкултан кану центрне пирĕнпе пĕрле пычĕ, эрне кунсенче хăйсем 22 сехетчен ĕçленине çирĕплетрĕ. Центрăн пуш уйăхĕнчи ĕç планĕ пур-ха, çапах палăртнă хăш-пĕр мероприятисем иртменнине заведующи хăй те йышăнчĕ. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, кунта ал ĕç ăстисен, ташă тата драма кружокĕсем ĕçлеççĕ-мĕн. Çак кунсенче пухăва пынă ял çыннисене “Пурнăç вăйă мар” спектакль те кăтартнă иккен. Сĕтел çинче карт выртать, çав хушăрах доминона шкафа питĕрсе илнĕ. Заведующи штат расписанийĕ пирки те çирĕплетсех калаймарĕ. Кану центрĕнче тасах марри те куç умне ÿкрĕ. Техслужащи урайне эрнере пĕр хутчен çеç çуса тухать, терĕç.
Кĕçех кунта волейбол вылянă 6—7 çамрăк çитрĕ. Центра хупасси, кун йĕркине ĕненес пулсан, çур сехет кăна юлнăччĕ. Ку хушăра канăва епле йĕркелесе ирттерĕç-ши вĕсем?
Еншик Чуллă ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсенче çамрăксене вара кĕтмеççĕ те пулас, вĕсенче шăпăртахчĕ.
Иккĕмĕш каçхине вара рейда Карай тăрăхĕнчен пуçларăмăр: 20 сехет те 40 минутра тĕп усадьбăри кану центрĕн чÿречисенче çутăсем курăнмарĕç.
21 сехет. Мăн Шетмĕри кану центрĕ. Л. Митрофанова заведующи пĕчченехчĕ. “Çамрăксем кăшт каярах пухăнаççĕ пирĕн. Дискотека вара çур çĕр иртни пĕр сехетченех пырать”, — пĕлтерчĕ вăл.
Пикшикри кану центрĕн шăмат кун каç, кун йĕркине ĕненес пулсан, 20 сехетрен тытăнса 24 сехетчен ĕçлемелле. 21 сехет те 30 минутра та унăн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ-ха. Кунти шкулта та, Мăн Шетмĕри ача садĕнчи евĕрех, хуралçăна тĕл пулаймарăмăр.
22 сехетре Чатукассинчи кану центрĕн фойинче кĕвĕ илтĕнетчĕ: дискотека пуçăнмалла-мĕн. В. Егоров заведующипе пĕрле 7—8 çамрăк пурччĕ.
22 сехет çурăра Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн заведующийĕ В. Петрова та вырăнтахчĕ. Çамрăксем сахалтараххăнччĕ-ха.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе çакна каласа хăварни вырăнлах пуль. Каçхи рейд чылай çĕрте вĕсем культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленменнине çирĕплетет. Лешсем вара, кăмăлĕсем пулсан, çурта уçса панипех çырлахаççĕ, унчченхи евĕр, концерт-спектакль хатĕрлесе кăтартма мар, ĕç планне те туллин çырмаççĕ. Пуçлăхĕсем те ку чухне тĕрĕслесе-туса тăмасăрах табеле “йĕркеллĕ” паллă тăваççĕ. Мĕншĕн çăтмах-ырлăх мар? Хăшĕ-пĕрисем маччаналла сурсах ĕç укçи илни ытти культработниксен вăй хурас кăмăлне те чакарать вĕт. Яш-кĕрĕм çав хушăрах ниçта кайма пĕлмест. Капла йĕрке пăсас çул çине тăрасси те çывăх. Апла çакăнта тĕрĕс пĕтĕмлетÿ кирлех. Кăçал, Çамрăксен çулталăкĕнче, яш-кĕрĕмпе ĕçлеменни, вĕсене канăва йĕркелеме пулăшманни ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те чыс-сум кÿрес çук.