20 марта 2009 г.
Çĕнĕ Выççăлккă — Ункă юхан шывĕ тăрăхне вырнаçнă ял. Епле илемлĕ кунта, çывăхрах вăрман. Çак илеме тавралăх симĕс тум тăхăнсан пушшех те туйса илетĕн. Сăвăрсемпе ăтăрсем йышлă пурăнаççĕ кунта, кайăк-кăвакалĕ чĕпĕ кăларса йыш хушать.
Çĕнĕ Выççăлккă тăван тавралăх илемĕпе çеç мар, кулленхи ĕçре палăрнă çынсемпе те пуян. Паянхи кун Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен çак пысăках мар ялти 64 хуçалăхра 49 çын пурăнать. Хăшĕ-пĕри çу кунĕсенче канăç тупма тĕп хуларан яла килсе çÿрет, савăнать.
Çак ялта ЧР тава тивĕçлĕ артистки З. Ананьева çуралнă. “Герой” хуçалăха нумай çул хушши ертсе пынă Н. Матвеев та ку ялсемех. Кăçал 75 çул тултараканскер, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ юлашки çулсенче паллă композиторăн Ф. Лукинăн халăх музейĕн ертÿçинче вăй хучĕ. Çĕнĕвыççăлккăсем çавăн пекех ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе В. Николаевпа, ял хуçалăх, партипе совет органĕсенче тăрăшнă, “Хисеп палли” орден кавалерĕпе П. Никитинпа, “Хисеп палли” орден кавалерĕпе Г. Кузьминпа, Ордем Гали поэтессăпа, Валентина Рудникова сăвăç-юрăçпа пур енлĕн мухтанаççĕ.
Эпĕ ку йыша Аркадий Павлович Павлова — паттăр çар çыннине те кĕртесшĕн. Çак кунсенче А. Павлов хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ, 75-е пусрĕ. Ашшĕне, Павел Якимович Якимова, ку тăрăхри пултаруллă ал ăстине, паян кун та ырăпа асăнаççĕ. Ялти тимĕрçĕ лаççинче вăй хунă вăл, хуçалăхра кирлĕ пулакан япаласене ăсталанă. Ункă шывĕ çинчи шыв арманне ĕçе янă çĕрте те Павел Якимовичăн тÿпи калама çук пысăк. Вăл чăн-чăн “арман хуçи” пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Тепĕр пулăма палăртса хăварасшăн. Чăваш Республикин Тĕп ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председателĕн И. Илларионовăн мăшăрĕпе — Римма Феофановнапа Павел Якимовичăн арăмĕ — Евлампия Феофановна пĕр варта выртнă.
Вĕсем мăшăрĕпе Евлампияпа 16 ача çуратнă, пиллĕкĕшне ура çине тăратма пултарнă. Çав çулсенче ача-пăча чирĕ пирĕн тăрăхра анлăн сарăлнă-çке. Ун чухнехи медицина пепкесене хаяр чир-чĕртен сыхласа хăварма вăйсăр пулнă. Тăватă хĕрĕпе ывăлне ура çине тăратса, вĕрентсе ăслă-тăнлă çын тăвассишĕн мĕн пур чун-хавалне панă ашшĕпе амăшĕ.
Аркадий — çемьере чи кĕçĕнни. Мĕн ачаран ĕçе юратса ÿснĕ вăл. Килти выльăх-чĕрлĕхе Ункă улăхне кĕтме çÿренĕ. Çичĕ çул Çĕнĕ Выççăлккăра вĕреннĕ. Математика предмечĕпе Зинаида Николаева ăс панине халĕ те астăвать вăл. Каярах çул Шупашкара выртнă. Педагогика институчĕ çумĕнчи 6-мĕш вăтам шкулта вĕренме тÿр килнĕ ăна. Уроксене, хушма занятисене аслă шкул ĕçченĕсем, студентсем ирттернĕ. Шупашкарта вăтам пĕлÿ илнĕ чухнех каçхине аэроклуба çул тытнă, тренировкăсем ирттернĕ. Самолетпа вĕçме, парашютпа сикме хăнăхса çитнĕ. Ăна, чи пултаруллисен йышĕнчине, Балашоври вĕçев (летное) училищине вĕренме илеççĕ. Патшалăх экзаменĕсене çар комиссийĕ йышăнать. Çакăнтан пуçланать те Аркадий Павловичăн çарти пурнăçĕ. Каярах Челябинск облаçĕнчи штурмансене хатĕрлекен училищĕре виçĕ çул хушши пĕлĕве ÿстерет. Курсантсене те штурман ăсталăхне алла илме пĕрлехи вĕçевсенче май пур таран пулăшать, вĕрентет.
Унăн служба кунĕсем Польша çĕрĕнче иртеççĕ. Обществăлла ĕçе те тивĕçлипе пурнăçласа пырать вăл. Авиаци чаçĕнчи парторганизаци секретарьне шанаççĕ ăна. Кунтах майор званине параççĕ ентеше.
А. Павлов каярах Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Амур шывĕ тăрăхĕнче çар тивĕçне пурнăçлать.
Сăмах май каласан ашшĕ моряк пулнă. Çар хĕсметне Инçет Хĕвел тухăçĕнче ирттернĕ. Унăн “Манчжур” пăрахут çинче çаптарнă сăн ÿкерчĕкĕсем те чылай.
Паян Аркадий Павлович кăкăрне служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн панă наградăсем илем кÿреççĕ. Запаса тухнă хыççăн вăл подполковник чинĕпе тăван тăрăха таврăнать.
Аркадий Павлович мă-шăрĕпе, Элла Васильевнапа, 1958 çулта çемье çавăрнă. Мăшăрĕ летчиксем апатланакан столовăйра поварта, заведующире ĕçленĕ. Вĕсем 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел, асли, Женя, шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хунăскер, сарăмсăр вилнĕ. Саша çемйипе Шупашкарта пурăнать. Вĕсен икĕ ача. Наташа хĕрĕ Женьăна çитĕнтерет.
Пилĕк мăнукпа мăнукĕн пĕр ачи Павловсен. Алă усса лармаççĕ ватăсем. Кил хушши тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.