17 марта 2009 г.
Манăн аслă несĕлсене — кукамипе кукаçине — Ишек тăрăхĕнче маçак, мамок тенĕ. Асаттепе асанне те çак тăрăхранах. Вĕсем пире мĕн ачаранпах чăваш чĕлхине хăнăхтарнă, таса та çыпăçуллă калаçтарнă. Чăн-чăн чăвашсемех пулнă эпир.
Шкул саккинче те чă-вашлăхшăн çуннă эпир. Хамăр ачалăха аса илем-ха кăштах. Çĕрпÿ районĕнчи Çĕньяла таврăнам. Ялта ватти-вĕттипех чă-вашла сăмахлатчĕç. Кашни çемьерех чăваш чĕлхине парăнни сисĕнетчĕ. Урамсенче те, вăйăсенче те пĕр-пĕрне чăвашла сывлăх суннă. “Сывлăх пултăр. Ырă кун е ырă каç пултăр” тенĕ.
Халь тапратакан сăмах çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Кун пирки райхаçатра Н. Карай, Шетмĕ Михали, Г. Тусли, В. Рудникова çыравçăсем пĕрре кăна мар çырнă. Райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев та чăвашлăха манмалла марри пирки çырнăччĕ.
Вăл е ку çуртсемпе суту-илÿ павильонĕсем çинчи вывескăсене вуласа пăхар-ха тата… Каллех вырăсла çырса тухнă.
Халь Красноармейски тăрăхĕнче самана улшăнни куç кĕретех. Район центрĕнче кăна-и, ялсенче те чăн-чăн чăвашсен кил-йышĕсенчех ватти-вĕттипех “вырăсланса” кайрăмăр. Урампа пыратпăр-и, автобуса вырнаçатпăр — пур çĕрте те “бабуля” тесе сăмахланине илтетĕн. Вăт, пыр та калаç чăваш хĕрарăмĕпе.
Мана чăваш хушшинче “эй, кинемей” тесе чĕнсен эх, епле кăмăллă пулмалла. “Эй, бабуля” тесе каласан, паллах, чĕнместĕп, тарăхса çеç утатăп.