АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăшмансем” — чĕрне хури айĕнче

17 марта 2009 г.

 

Пĕлтĕр районта “паразитсем” урлă ерекен чирсен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Акă, тĕслĕхрен, шĕвĕрĕлчен чирĕпе 81 çын аптранă, тăваттăшĕ лямблисем ертнĕ.

Çак “тăшмансем” вар-хырăма, пÿрепе шăк çулĕсене, юна варалаççĕ, вĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантараççĕ. Чир шала кайсан нерв системине, сывлăш çулĕсене амантать, иммунитет самаях чакать. “Паразитсенчен” чи хăвăрт сарăлаканни вăл — шĕвĕрĕлчен чирĕ. Ăна ача-пăча учрежденийĕнче — 14, шкулсенче — 58 тата шкул çулне çитмен 7 ачанне тупса палăртнă. Шĕвĕрĕлчен чирлĕ çын усă курнă тата вараланă япаласем урлă куçать. Вар-хырăмра пурăнаканскер каçхине, çын çывăрнă чух, хăй пулнă çĕре “çăмартисене” хурать. Çакна систерекенни, паллах, “çăмартасем” хунă вырăнта ÿт кĕçĕтет, хырăм ыратать. Ку ытларах каçхине е çĕрле вăйланать. Çын тÿсейменнипе çав вырăнсене хыçать, ун аллисене “çăмартасем” çакланса кĕпе-тумтир, вырăн çине куçаççĕ, таврари ытти япаласем (сăмахран, теттесем) çине лексе сарăлаççĕ. Кайран тусанпа хутăшса сывлăша, çăвара, сăмсана, апат-çимĕçе лекеççĕ. Çак майпа чир вăй илет.

Чир-чĕр çакланасран яланах тĕрĕслеттерсе тăмалли ушкăнсем:

— ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракан персонал тата вĕсене çÿрекен ачасем;

— кĕçĕн классене каякан ачасем;

— интерната, санаторие, лагере кайма е больницăна выртма шутлакансем;

— чирлĕ çынпа пĕрле пурăнакансем;

— бассейнсене çÿрекен çынсем.

Çуллахи кану хыççăн кĕçĕн классенче вĕренекен тата ача-пăча учрежденийĕсене çÿрекен ачасен тата вĕсенче вăй хуракансен сывлăхне çулталăкра пĕрре тĕрĕслемелле. Ача-пăча вылякан хăйăр куписене çулленех улăштармалла, каçхине вĕсене витсе-хупласа хумалла. Хăйăр çинче тĕрлĕ бактерисем, паразитсем тупăнсан, ăна çийĕнчех улăштармалла.

Шĕвĕрĕлчен ернĕ çынсене сывалса çитиччен, вăхăтлăх ĕçрен хăтармалла е урăх ĕçе куçармалла. Ачасене те сипленнĕ вăхăтра коллективран уйăрмалла.

Чир-чĕртен сыхланас тесен кашнинех харпăр хăй гигиенине пăхăнмалла. Пули-пулми япаласене çăвара хыпма хушмаççĕ. Ачасем пÿрне, ручка, кăранташ, чĕрне кăшлани асăннă чире сарăлма пулăшать те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика