АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Председателе И. М. Петровах суйларĕç

17 марта 2009 г.

 

“Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче пулнă отчетпа суйлав пухăвĕнче хуçалăхăн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕпе кăçалхи тĕллевĕсем пирки хĕрÿ калаçу пычĕ.

Т. В. Павлова тĕп экономист, И. М. Петров председатель, А. И. Козлова тĕп бухгалтер, О. В. Козлова тĕп агроном, О. П. Иванов тĕп ветеринари врачĕ, I тата III—IV бригадăсен бригадирĕсем З. Л. Трофимовапа А. Н. Леонтьев, сăнав комиссийĕн председателĕ Ю. А. Ильин, тухса каланă ытти çынсем хальхи лару-тăрăва тĕрĕс хаклама çине тăчĕç. Ку чухне кооперативăн иртнĕ çулхи хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе паллаштарни те вырăнлă пуль. Акă, пĕтĕмпе 18 миллион та 695 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Çакă — районти 3-мĕш кăтарту е унăн 10 проценчĕпе танлашать. Пурĕ 1 миллион та 938 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ, рентабельлĕх 12,3 процент пулнă. Хуçалăх налуксем кăна 1 миллион та 746 пин тенкĕ тÿленĕ, тĕрлĕ шайри бюджетран вара пĕтĕмпе 1 миллион та 424 пин тенкĕ субсидисем илнĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи кунта 5317 тенкĕпе танлашнă е каллех районти 3-мĕш кăтарту çакă. “Типĕ” ку цифрăсем хыçĕнче, паллах, кооперативри кашни çыннăн “хура тарĕ”. Председателĕн те, тĕп тата вăтам сыпăкри специалистсен те, ыттисен те. Çавăнпах И. М. Петров ертÿçĕ “çитменлĕхсем — хамăртах” тенине те, тĕштырăпа çĕр улми, утăпа сенаж сахалтарах туса илнин сăлтавĕсене уçса панине те, “пире тăрантараканни паян — ферма” тесе çирĕплетнине те, ĕç дисциплинине пурин те çирĕп пăхăнмаллине те, дояркăсем лайăх ĕçленине çав хушăрах уйрăммăн палăртса хăварнине те ăнланмаллах. Иван Михайлович “малашлăх çинчен те шутлатпăр”, терĕ. Ав, çур акине хатĕрленсе, урпапа тулăн элита вăрлăхне 5-шер тонна, 20 тонна аммиак селитри, унран икĕ хут ытларах хутăш удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, чи кирлĕ пулма пултаракан запас пайсем туяннă. Çĕр хатĕрлеме дискатор (вăл 450 пин тенкĕ тăрать) илме, юсав ĕçĕсене кăçал 800 пин тенкĕлĕх пурнăçлама пăхаççĕ.

Кĕçĕншетмĕсен ырă тепĕр йăла та пур. Кунта халăхран сĕт пуçтарассине çулленех аван йĕркелеççĕ. Уншăн çынсемпе 15 кун хушшинче пĕр хутчен татăлса пыраççĕ. Кăçал та ăна 500 тоннăран кая мар пухма тĕллев лартаççĕ.

Çапах та пурне те “çутă” сăрăпа сăрлани хальлĕхе тĕрĕс мар пулĕччĕ. Çакна ыттисемпе пĕрлех пухура район пуçлăхĕ С. А. Николаев та палăртрĕ. “Кăтартусене лайăхлатма вара сирĕн майсем пур. Правлени курать-и-ха вĕсене? Мĕн тума палăртать? Пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пур-и? Ĕç дисциплини мĕнле? Çак ыйтусене хуравланă май, кашнин хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çине çивĕч куçпа пăхмалла. Сирĕн ку чухнехи тĕп тĕллев уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчен ытларах тупăш илесси пулмалла”, — терĕ Станислав Андреевич.

Пуху правленин отчетлă тапхăрти ĕçне “вăтам” тесе хакларĕ, икĕ кандидатурăран нумай сасăпа кооператив председательне Иван Михайлович ПЕТРОВАХ суйларĕ, 11 çынна правлени членĕ пулма шанчĕ, кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухрĕ.

Пухăва район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ М. В. Васильев тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева та хутшăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика