АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăпа трактор паркĕсенче патшалăх техника тĕрĕслевне ирттересси çинчен

17 марта 2009 г.

 

Чăваш Республикин патшалăх тĕп надзорĕн инспекцийĕн ертÿçи В. П. Димитриев кăçалхи февралĕн 20-мĕшĕнче “2009 çулта тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕрпе строительствăри тата ытти машинăсене, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси çинчен” 73-ОД номерлĕ хушу кăларнă.

Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 31-мĕшĕччен районти хуçалăхсенче тата уйрăм çынсен патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕнче регистрациленĕ техникăна тĕрĕслессипе патшалăх техника тĕрĕслевĕ иртет. Унăн тĕллевĕ — техника юсавлăхне тĕрĕслесси тата çынсен пурнăçĕпе сывлăхне, çут çанталăка упрасси.

Районти технадзор инспекцийĕнче паян — 485 трактор, 199 прицеп, 78 комбайн тата çул-йĕр çинче строительствăра ĕçлекен 47 машина шутланса тăраççĕ. Çав шутран уйрăм çынсен — 226 тракторпа 69 прицеп. 2008 çулта техника тĕрĕслевĕ витĕр мĕн пурĕ техникăн 56 проценчĕ тухнă, çав шутран уйрăм çынсен — 50 проценчĕ.

Техника тĕрĕслевĕ графикпа килĕшÿллĕн кашни ял тăрăхĕнче палăртнă вырăнта тата вăхăтра иртет. Унта уйрăм çынсен хăйсен тĕрĕслев витĕр кăлармалли техникине те илсе пымалла.

Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă вăхăтра çакăн пек документсем пулмалла:

— харпăр хăй паспорчĕ;

— тракторист-машинист удостоверенийĕ;

— медицина справки;

— трактора регистрациленĕ документсем;

— страховани полисĕ;

— техника тĕрĕслевне ирттернишĕн тÿленĕ квитанци.

Патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕ район администрацийĕн çуртĕнчи 110-мĕш пÿлĕмре вырнаçнă. Йышăнмалли кун — тунти кун.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика