АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яманаксен ĕç çине хуçалла пăхаслăх туртăмĕ вăйланать

17 марта 2009 г.

 

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче “Красное Сормово” ял хуçалăх производство кооперативĕн отчетпа суйлав тата тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешĕвĕн отчетлă пухăвĕсем пулчĕç.

Вĕсене район пуçлăхĕ С. А. Николев тата ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ В. А. Васильев хутшăнчĕç. Станислав Андреевичпа Владилен Аркадьевич малтанах хуçалăхсен ертÿçипе С. П. Ивановпа пĕрле Яманакри машинăпа трактор паркĕнчи ĕçсемпе интересленчĕç. Парка чăннипех те çĕнĕ сăн кĕрет: кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ — стенасемпе алăксене çĕнетеççĕ (алăксене çăва тухсан сăрлама та пăхаççĕ, “ĕç вырăнĕ илемлĕрех пулсан, механизаторсен ĕçлес хавхаланăвĕ татах та хăпарĕ”, тет председатель), унччен кочегарка пÿлĕмĕ пулнă çĕрте запас пайсем упрамалли склад уçнă. Пушар автомашинине йĕркене кĕртнĕ, ăна лартма вырăн хатĕрлеççĕ. Тепĕр автомашина туяннă, ун çине сĕт турттармалли пичке вырнаçтарнă. Çирĕклĕри фермăна юсама 40 кубла метр хăма кÿрсе килнĕ.

Святослав Петрович хăйсем юлашки 3 çул хушшинче туса ирттернĕ ырă ĕçсене пухусенче малалла асăнчĕ. 2006 çулхи çулла, акă, кредитсем илес тĕллевпе тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿ йĕркеленĕ. Ун хыççăнах 3,5 миллион тенкĕпе “Дон” маркăллă “уй-хир карапĕ” туяннă. 2007 çулта вара Яманакри сĕт-çу фермине реконструкцилеме 7 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку укçа-тенкĕпе Элĕк тата Етĕрне районĕсенчи хуçалăхсенчен ăратлă выльăх, строительство материалĕсем тата фермăна вырнаçтармалли тĕрлĕ оборудованисем туяннă. Çулталăк хушшинче ĕнесен йышне 200 пуçа çитернĕ, кăçал тата 30 пуç чухлĕ ÿстерме палăртаççĕ. 2006 çулта яманаксем, сăмахран, пурĕ 4525 центнер сĕт суса илнĕ пулсан, иртнĕ çул — 8326 центнер. 2008 çулта кунпа пĕрлех техникăна çĕнетме 6054 пин тенкĕ кредит илнĕ, 2845 пин тÿлесе “Полесье” комбайн, çавăн пекех кустăрмаллă трактор, косилка-плющилка, пресс-подборщик, ытти техника кÿрсе килнĕ. Кĕркунне “Дон” маркăллă комбайн, пневматикăлла сеялка туяннă. Уйри улăма пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ, лаптăксен 90 процентне сухаласа та хăварнă, çавăн пекех уй-хир ĕçĕсене ирттерме кÿршĕсене те пулăшу кÿнĕ. Яманаксем КЗСа çут çанталăк газĕпе ĕçлеттерме тытăннă, çавна май вăрлăх кĕлете типĕлле кĕнĕ, ăна ака стандартне лартнă.

Хуçалăхсенче уй-хирти кăçалхи ĕçсене пурнăçлама дизель топливи — 80, бензин 20 тонна, кунпа пĕрлех кирлĕ чухлĕ минераллă удобренисем хатĕрленĕ, акмалли вăрлăха çĕнетме те пăхаççĕ. Кăçал кашни гектартан вăтамран 25 центнер тĕш тырă пухса кĕртме палăртаççĕ. “Продукци туса илессине ÿстерсен, ĕç укçине те хăпартма пулать. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Малашлăх уçăмлă пуласса шанатăп”, палăртрĕ ертÿçĕ. Святослав Петрович пĕр-пĕрне ăнланса вăй хума чĕнсе каланине ял çыннисем алă çупса йышăнчĕç.

Ертÿçĕ сăмахне Р. М. Григорьева тĕп бухгалтер та нумай цифрăпа тата фактпа пуянлатрĕ. Ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. А. Васильев Яманак енре 350 гектар кĕр тыррисем акса хăварнине, ку çур кунне пĕрчĕллĕ культурăсене тата 750 гектар çине варăнтармаллине, ку тăрăхра вăрлăх туса илекен хуçалăх пулмаллине палăртрĕ.

Ял ĕçченĕсем район пуçлăхĕ С. А. Николаев каланă сăмаха та тимлĕн итлерĕç. Станислав Андреевич ку енри икĕ хуçалăх ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе пĕлтĕр районта виççĕмĕш вырăна тухнине, таса тупăш та пĕчĕкех маррине пĕлтерчĕ, яманаксен ĕç-хĕлне хуçалăхсемпе танлаштарса хакланă май, тата чылай цифрăсем илсе кăтартрĕ.

Ял çыннисем “Красное Сормово” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи пулма Святослав Петрович ИВАНОВАХ суйларĕç, ку кооперативăн парăмĕсене тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешĕвĕ çине куçарасси çинчен йышăну турĕç.

Çĕр пайĕсене хуçалăха арендăна пама килĕшÿсем тăвасси пирки пай хуçисене Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева каласа ăнлантарчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика