17 марта 2009 г.
Районта, республикăри пекех, февралĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 6-мĕшĕччен “Снегоход” операци иртрĕ. Асăннă тапхăрта пирĕн инспекци графикпе килĕшÿллĕн, кашни ял тăрăхне çитсе курчĕ, мотохатĕрсене, вăрман хатĕрлекен тата çул-йĕре тасатакан техникăна тĕрĕслерĕ.
Халь инспекцире мĕн пурĕ 5 снегоход, вĕсенчен 4-шĕ — тулли мар яваплă “Волготрансгаз” ОООн Заволжски ЛПУМГ” филиалĕн, тепри — уйрăм çыннăн регистрациленĕ. Унпа пĕрлех хуçалăхсенче çул-йĕре тасатса тăракан 11 техника шутланса тăрать.
Операци вăхăтĕнче патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларман яваплă çынсем пирки административлă 3 протокол çырнă, вĕсенчен пĕри — должноçри çын.