17 марта 2009 г.
Красноармейски 2-мĕш шкулĕнче çар мухтавĕпе патриотизм уйăхлăхне ăнăçлă йĕркелесе ирттерчĕç. Унта хутшăнса, шкулта истори, обществознани тата географи предмечĕсен вунă кунлăхĕ иртрĕ. Ăна асăннă предметсем вĕрентекен учительсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркелерĕ (ертÿçи — обществознани, экономика тата право предмечĕсем вĕрентекен Михайлов В. М.)
Пĕтĕмпе 10 тĕрлĕ мероприяти пулчĕ. Чи малтанах ачасем “Раççей — ман çĕр-шыв” темăпа ирттернĕ географи вăййине хутшăнчĕç. Ăна географи вĕрентекен С. Д. Суховетрюк ертсе пычĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре 9 “а” класс мала тухрĕ.
Унтан 9—10 классенче вĕренекенсем хушшинче экономика вăййи иртрĕ. Ăна экономика вĕрентекен В. М. Михайлов ертсе пычĕ. Экономика саккунĕсемпе терминĕсене 10 класс ачисем лайăхрах пĕлеççĕ иккен. “Çамрăк экономист” ята вара С. Трофимов, К. Васильева, А. Васильев, М. Фризен, Н. Игнатьев тата П. Васильев тивĕçрĕç.
Вунă кунлăх вăхăтĕнче “Ылтăн руно” тĕнче конкурсĕ те пулчĕ. Ăна Л. Ю. Илларионова тата С. Д. Суховетрюк учительсем йĕркелерĕç. Унта пурĕ 68 ача хутшăнчĕ. Пуринчен те ытларах — пиллĕкмĕшсем.
Право пĕлĕвĕсене тарăнлатас тесе 7—8 классем ăмăртрĕç. Унта 8 “а” класра вĕренекенсен команди маттуртарах пулни палăрчĕ. Уйрăм ачасем хушшинче “Çамрăк правовед” ята А. Михайлов, К. Семенова, К. Евгеньев, А. Дуйсембаева, С. Яковлев тата А. Степанова вĕренекенсем тивĕçрĕç.
Ачасем авалхи чăвашсен çĕр-шывне — Атăлçи Пăлхара виртуаллă экскурсине те кайса килме пултарчĕç. Кунта вĕсене информациллĕ тата коммуникативлă технологипе усă курни питĕ аван пулăшрĕ. Интернета та кĕрсе тухрĕç улттăмĕшсем. Кăна йĕркелеме пултараканнисем — Л. Ю. Илларионова тата С. Д. Суховетрюк учительсем.
Л. Ю. Илларионова пиллĕкмĕшсемпе “Грексемпе троянсем” ĕçлĕ вăйă ирттерчĕ. Вăйăра 5 “а” класра вĕренекенсем маттуртараххи курăнчĕ.
Тĕнчере экономика кризисĕ алхаснă вăхăтра ачасене ун çинчен лайăхрах пĕлни професси суйласа илес çĕрте питĕ пулăшма пултарĕ. 10—11 классенче “Экономика кризисĕ вăхăтĕнче епле пурăнмалла?” политика дебачĕ иртрĕ. Ăна В. М. Михайлов ертсе пычĕ.