АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкулăм, юратнă учительсем

17 марта 2009 г.

 

Ырă йăлапа Еншик Чуллă вăтам шкулĕнче вĕренсе алла аттестат илнисем çулленех нарăс уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче тăван шкула пухăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе, учительсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулса сăмахларĕç.

Хăнасене кĕтсе 11-мĕш класра пĕлÿ илекенсем “Тăван шкулăм, юратнă учительсем” фотостенд хатĕрлерĕç. Тĕл пулăва пынисем унти сăн ÿкерчĕксемпе те паллашрĕç, тăван шкул историне аса илчĕç. Хам кунта вĕренмен пулсан та, вăл маншăн тăван шкул шутланать. Ав, ачамсем — Володя, Алеша, Лариса тата Оля шăпах çакăнта тарăн та çирĕп пĕлÿ, тĕрĕс воспитани илчĕç.

Эпĕ хам ача чухне тăван ялти — Санькассинчи пуçламăш шкула çÿренĕ. Кунтан çеç пĕр класра 18 ача таран пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50—60-мĕш çулĕсенче, чăн та, пирĕн ялта кăна мар, ыттисенче те шкул ачисем нумайăнччĕ. Çавна май А. Д. Дмитриев директор сĕннипе 1964 çулта Еншик Чуллăра та ачасене вăтам пĕлÿ пама пуçлаççĕ. Алексей Дмитриевич вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парасси учительсен ăсталăхĕнчен питĕ нумай килнине аван пĕлнĕ. Çавăнпах шкула педагогика институчĕ вĕренсе пĕтернĕ çамрăк специалистсене ĕçлеме илме çине тăнă. Ку çулхинех, юпа уйăхĕнче, А. Д. Дмитриев мана, физика вĕрентекен çамрăк учителе, Упири вăтам шкултан, Т. Г. Бардасов директорпа килĕшсе, Еншик Чуллă шкулне куçма май туса пачĕ. Ачасене кунта 40 çул ытла ку предмета вĕрентрĕм. Çак шкул маншăн чăннипех тăван шкулăм пулса тăчĕ. Пирĕн шкула Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси шкулĕнчен Нина Яковлевнапа Анатолий Лаврентьевич Лаврентьевсем куçса килчĕç. 1964 çулта рисованипе черчени предмечĕсене Николай Андреевич Андреев, нимĕç чĕлхине Ганна Петровна Андреева, математикăна Роза Леонидовна Алексеева, каярахпа историпе обществоведение Анна Константиновна Николаева, чăваш чĕлхине Тамара Степановна Минеева вĕрентме пуçларĕç. Çамрăк учительсем хăйсен пĕлĕвне ачасене пысăк хавхаланупа, чун-чĕререн пама çине тăнă.

Фотостендра 1967 çулхи çуллахи каникул вăхăтĕнче Еншик Чуллă шкулĕн вĕренекенĕсем — Анатолий Яковлев, Анатолий Васильев, Анатолий Ильин, Леонид Яковлев, Альфред Вышинский тата Виталий Иванов А. Г. Николаев космонавтăн çуралнă ялне — Шуршăла велосипедсемпе кайса килнине те сăнланă. Вĕсем Шупашкар турбазинче çĕр выртнă хыççăн тепĕр кунне паллă летчик-космонавтăн тăван ялне çитнĕ, унти улăхри стадионта Шуршăл ачисемпе, çамрăксемпе темиçе хутчен те футболла вылянă, пур вăйăра та çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Эпĕ вĕренекенсене ун чухне А. Г. Николаев пурăннă çурт умĕнче ун амăшĕпе — Анна Алексеевнапа пĕрле ÿкерсе илтĕм. Кивĕ шкулта вырнаçнă космонавтика музейне те кĕрсе куртăмăр.

Вăтам шкул уçнă хыççăн ачасене 8 класс вырнаçнă кирпĕч, чиркÿ пулнă икĕ хутлă тата пуп пурăннă йывăç çуртсенче вĕрентнĕ. 1972 çулта икĕ хутлă чиркÿ çурчĕ çунса кайнă хыççăн район ертÿçисем шкулăн çĕнĕ çуртне тума “Прогресс” колхозăн ун чухнехи çамрăк ертÿçине Н. В. Петрова хушнă. Вăл вăхăтра директорта Никонор Григорьевич Григорьев вăй хунă. Иккĕшĕ каменщиксен тата платниксен бригадисене (бригадирĕсем — Аслă Чуллăри В. С. Степановпа М. А. Антонов) йĕркеленĕ. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитерсен, хуçалăх транспорчĕпе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан кирпĕч турттарма пуçăнчĕç. Кунта колхозниксемпе пĕрлех учительсемпе аслăрах классенчи çамрăксем те тимлерĕç. Илемлĕ те капăр шкул хăйĕн алăкĕсене 1977 çулта уçрĕ, çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме пуçларĕ. Малтан çĕр кăмрăкпа хутса ăшăтнăскер, 2003 çултан Еншик Чуллă ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Ф. Петрова çине тăнипе çут çанталăк газĕпе ăшăнма пуçларĕ.

Вĕренекенсене çирĕп те тарăн пĕлÿ парас тĕллевпе учительсем Шупашкарти учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтри тĕрлĕ курссенче вĕренчĕç. Эпĕ вара Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕ çумĕнчи курсра пĕлĕве тарăнлатрăм. Фотостендра ун чухне çаптарнă сăн ÿкерчĕк те пур.

Пирĕн учительсем — чăннипех те, пултаруллă та пуçаруллă. Ачасене вĕрентнипе пĕрлех вĕсем шкулта, культура учрежденийĕсенче, район шайĕнче ирттерекен мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Тепĕр сăн ÿкерчĕкре Е. М. Вышинская, Г. А. Ефимова учительсене районти “Хĕле ăсатни” уявра курма пулать. Акă, ку сăн ÿкерчĕкре вара Г. П. Андреева директор Санькасси клубĕн заведующине З. А. Федорована кирлĕ сĕнÿ панă самант сăнланнă. Фотостендрах Анастасияпа Зоя Тимофеевасем хăйсем лартса чĕртнĕ йăмрасем çывăхĕнче тăнине (çав йăмрасем ĕнтĕ уйри шыва Санькасси ял урамне кĕрсе юхăнтарма памарĕç), Александр Сильвестров, Валерий Иванов, Владимир Алексеев, Владимир Афанасьев тата Роберт Михайлов лаша кÿлсе тимĕр-тăмăр пухнине (укçи-тенкине ялти клуба юсама янă, уншăн “Прогресс” колхозăн çав вăхăтри ертÿçи К. Л. Лаврентьев вĕсене Чĕмпĕре экскурсие кайса килме ятарлă автобус (водителĕ — Пĕчĕк Супарти П. Карпов) уйăрса панă) курма май пур.

2003 çулта пирĕн шкул 100 çул тултарчĕ. 2004 çултанпа вара вăл ресурс центрĕ шутланать. Шкулта халĕ 162 ача вĕренет. 11 ялтан çÿреççĕ вĕсем. Ав, Çĕрпÿ районĕнчи Метикассинчен çеç 37-ĕн вĕренеççĕ.

Статьяна вĕçлесе пынă май, фотостенда йĕркелеме пулăшнăшăн Алена Иванова, Ирина Николаева, Наташа Харитонова, Рома Алексеев, Екатерина Григорьева, Елена Николаева, Марина Федорова, Сергей Беззубов, Николай Павлов вĕренекенсемпе вĕсен класс ертÿçисене М. И. Александровапа Г. И. Иванована тата шкул директорне Т. А. Беззубована чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика