17 марта 2009 г.
Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви шкул пĕтерекен çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕ валли “ППЭ. Абитуриент-2009” темăпа тÿрĕ лини ирттерчĕ. Ыйтусене министр çумĕсем С. Петрова, В. Матвеев, вĕрентÿ сферинчи сăнавпа тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ М. Федотов хуравларĕç. Сăмах май Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене (ППЭ) тытмалли йĕркепе кăсăкланакан çук та темелле. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе ирттернĕ эксперимента сакăр çул хутшăннă май ППЭ пирĕн шкул ачисемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Çавăнпа та “тÿрĕ линире” калаçу, тĕпрен илсен, малалла вĕренес ыйтусем тавра пычĕ.
— Кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухаканăн Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне миçе тытмалла пулать?
— Вырăс чĕлхипе тата математикăпа. Кашни выпускникăнах çак икĕ экзамена тытмалла, унсăрăн вĕсем алла аттестат илеймеççĕ. Эсир аслă шкула вĕренме кайма шутламастăр пулсан, икĕ экзамен тытнипе лăпланса ларма пултаратăр. Енчен те пĕлĕве маллалла тăсма шутларăр пулсан, еплерех аслă шкул тата специальность суйласа илнине кура пĕр, икĕ, виçĕ ППЭнне те тытма юрать.
— Çак экзаменсене ăçта тытмалла пулать-ши?
— ППЭ ирттерме базăлла пунктсем палăртаççĕ. Кун пирки ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви кăшт каярах уйрăм приказ кăларать.
— ППЭ тĕлĕшпе мĕнле те пулин çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-и?
— ППЭ çыхăннă норматив-право никĕсне туллин çирĕплетнĕ. Аса илтеретпĕр: вĕренме кĕмелли экзаменсене РФ Вĕрентÿпе наука министерстви çирĕплетнĕ. Çĕр-шыври мĕн пур аслă шкула ППЭ кăтартăвĕсем тăрăх илеççĕ, экзаменсен списокĕпе ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин сайтĕнче паллашма пулать. Çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн аслă шкулсем çак списокран виççĕшне (профиль предмечĕпе вырăс чĕлхине хăварса) суйласа илме пултараççĕ. Çав вăхăтрах кăçал Раççейри 24 аслă шкула ППЭ шута илнисĕр пуçне факультет профилĕпе тепĕр экзамен тыттарма ирĕк панă. Вĕрентĕвĕн çак учрежденийĕсен списокĕ те министерство сайтĕнче пур.
— Республикăри предмет олимпиадисенче палăрнине йышăну комиссйĕ шута илет-и?
— Абитуриентсен конкурсĕнче республика шайĕнче иртекен олимпиадăсен кăтартăвĕсем нимĕнле çăмăллăх та памаççĕ. Раççей олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем валли вара — çул уçă. Тĕслĕхрен, çĕр-шыв шайĕнчи олимпиадăра мала тухнă предметпа аттестата “пиллĕк”, ППЭ свидетельствине 100 балл лартаççĕ, тупăшу профилĕпе пĕлÿ паракан кирек хăш аслă шкула экзамен тытмасăрах илеççĕ. Çĕр-шыври сумлă аслă шкулсем ирттерекен 120 олимпиада кăтартăвĕсене те вĕренме йышăннă чухне шута илме ирĕк панă.
— Паян Шупашкарта тĕрлĕрен аслă шкулсен филиалĕсем ĕçлеççĕ. Хăшне суйласа илсен шанчăклăрах-ши?
— Чи малтан аслă шкулăн лицензи пуррипе çуккине тĕрĕслемелле, унсăрăн вăл вĕрентÿ ĕç-хĕлне туса пыма пултараймасть. Иккĕмĕшĕнчен — аккредитаци кирлĕ. Вăл аслă шкулта çеç мар, уйрăм специальностьпе те пулмалла. Енчен те аккредитаци пулмасан аслă шкул патшалăх дипломĕ параймасть. Юлашкинчен, эсир тÿлевлĕ майпа вĕренме кĕретĕр пулсан, аслă шкулпа тунă килĕшÿ çине (вăл çулталăкне тÿлев хакне миçе хут ÿстерет, эсир унта вĕренме пăрахсан сире укçине тавăрса параççĕ-и) тимлĕх уйăрăр.
— Кăçал инвалид ачасен ППЭ тытмалла-и?
— Вĕсен çăмăллăхсем сыхланса юлнă. Ку категорири ачасем шкул пĕтернĕ чухне те, вĕренме кĕнĕ чухне те малтанхи пекех билетсем тăрăх экзаменсем тытма пултараççĕ. Анчах кăмăлĕ пулсан ППЭ та тытма пултарать.
— Тăххăрмĕш классем тытмалли экзаменсем мĕнле-ши?
— Тăххăрмĕш классем ППЭ мар, пĕрлехи муниципаллă экзаменсем тытаççĕ. Вĕсем ахаль экзаменсенчен çакăнпа уйрăлса тăраççĕ: заданисен пĕр пайĕ тест формиллĕ, экзаменсене педагог мар, муниципаллă комисси йышăнать. Кăçал тăххăрмĕш классен 4 экзамен тытмалла, вĕсенчен иккĕшĕ — обязательнăй — вырăс чĕлхи тата алгебра. Ытти экзаменĕсене вĕренекен хăй суйласа илет.
— Шкулсенче юлашки шăнкăрав майăн 25-мĕшĕнче пулать. Тепĕр куннех — ППЭ. Юлашки шăнкăрав вăхăтне куçарма пулмасть-ши?
— Кун пек ыйтусене шкул администрацийĕпе попечительсен канашĕ пĕрле татса пама тивĕç.