13 марта 2009 г.
“Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалне — Заволжски ЛПУМГна” йĕркеленĕренпе 25 çул çитрĕ.
Çавна май мартăн 6-мĕшĕнче физкультурăпа спорт комплексĕнче магистраллĕ газ пăрăхĕсен Заволжскинчи линипе производство управленийĕнче вăй хуракансен савăнăçлă мероприятийĕ иртрĕ. Ăна, кĕске сăмах каласа, “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн директорĕ С. Александров уçрĕ, пухăннисене предприятин çирĕм пилĕк çулхи юбилей ячĕпе саламларĕ. Уява килнисен ячĕпе профсоюз комитечĕн председателĕ Я. Малинин та чылай ăшă сăмахсем каларĕ. “Чул хула трансгаз Газпром” ОООн социаллă аталану пайĕн ертÿçи Е. Шиян тĕп директорăн И. Щеголевăн Тав çырăвне вуласа пачĕ. Газ уçлакансене юбилей ячĕпе çавăн пекех район пуçлăхĕ С. Николаев, райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ И. Кускова тата кунта вĕренекенсем саламларĕç. Станислав Андреевич кунта вăй хуракансен, Трак енĕн обществăлла политика пурнăçне активлă хутшăнакансен пĕр ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Филиалта чылай хушă вăй хуракансем, хăйсен ĕçне чунтан парăннисем “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн, унăн филиалĕн хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсене, хаклă парнисене тивĕçрĕç.
Юлашкинчен уяв ячĕпе пысăк концерт пулчĕ.