13 марта 2009 г.
Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра нумаях пулмасть Вилорик Романовăн “Юрă пултăр парне” ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ку пирĕн ентешĕн, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн юрăсен иккĕмĕш кĕнеки. Малтанхине вăл 2008 çултах çав издательствăрах “Юратнă юрăсем” ятпа пичетлесе кăларнăччĕ (ун пирки районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ).
“Юрă пултăр парне” кĕнекен ум сăмахне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнă. Унта вăл пирĕн районти Çĕньял Упире ÿснĕ ентешĕн нумай енлĕ пултарулăхне сăнланă. “Пурнăç юррисем” тесе хак панă В. Романовăн хайлавĕсене.
Ку, чăн та, çапла ĕнтĕ. Кĕнекене 16 юрă (нотисемпе тата сăмахĕсемпе) кĕнĕ.
Вырăслисем иккĕ: “Поздние цветы” (сăмахĕсем А. Семеновăн) тата “У околицы” (сăвви А. Прокопьевăн).
Ыттисем чăвашла юрăсем. “Туслăх юррине” тата “Курсант килсен” юрра В. Урташ сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ. Вĕсенче туслăхăн тата юратăвăн хаклă пĕлтерĕшне аван уçса панă. “Шетмĕ шывĕ”, “Юрату ячĕпе” сăвăсен авторĕ Ю. Сементер, кĕввисене В. Романовах хайланă.
Шетмĕ шывĕ,
Шетмĕ шывĕ,
Шыв юхать,
Çыран юлать… — тенĕ пĕрин хушса юрламаллинче. Тепринче юрату вăйне сăнланă.
Кĕнекере М. Волкован “Мĕншĕн вăл тăхтамашкăн ыйтать?”, В. Давыдов-Анатрин “Тăван кĕтес”, “Мĕн каласа юрлам-ши?”, Ю. Петровăн “Телей çăлтăрĕ”, “Пĕр эс кăна”, Г. Ирхин “Пĕр телей иксĕмĕре”, Н. Садовникован “Хавас сана курма”, И. Ивникĕн “Çăлтăрсем сÿнеççĕ”, А. Каттайăн “Ĕмĕт” сăввисемпе автор кĕвĕленĕ юрăсем те пур. Музыка редакторĕ — пирĕн ентеш И. Степанов.
Шел, кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнче ентеш-композиторăн В. Ф.Романовăн чĕри тапма чарăнчĕ.