13 марта 2009 г.
Супарăн Вокзал урамĕ. Унта пырса кĕрсенех вăрман пек кашласа ларакан вырăн хăй патне чĕнет, илĕртет. Çакăнта ĕмĕрлеççĕ ĕçе чунтан парăннă, çут çанталăк тусĕсем, хаваслă та ыр кăмăллă тарават мăшăр — Ивановсем.
Кам-ха Ивановсен кÿршисем? Буславскисем, Михайловсем, Александровсем...
Аслисем — Буславскийсем — Тамара Кирилловнапа Виктор Григорьевич хăйсен ĕмĕрне педагогика тытăмĕнче ĕçлесе ирттерчĕç. Ачисем, Света, Слава, Лира, Рита учитель профессине суйласа илчĕç. Паян тĕп килте Света пурăнать.
Михайловсем те ял-йышра хисепре. Зоя Михайловна ахаль рабочирен чукун çул станцийĕн начальникĕ таран ÿснĕ.
Александровсем пирки те лайăххине чылай калама пулать. Кристина Григорьевна Алманч ял совет ĕçтăвкомĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă.
Ивановсем. Малалла вĕсем çинчен ăшă сăмахăм. Нина Ивановна Иванова 1935 çулта Шупашкар районне кĕрекен Чулкасси ялĕнче кун çути курнă. Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Çичĕ хĕр те пĕр ывăл ÿснĕ вĕсем. Паян та хăй çуралнă тăрăха ăшшăн аса илет Нина Ивановна. Анкарти хыçĕнчех çăл. Ял пуçĕпе пысăках мар Рыкша шывĕ юхса иртет, юнашарах вăрман. Тăван кил-пахча та тĕрлĕрен йывăçсем айне путнă. Ку кил хуçи тÿрремĕнех сад ăсти пулнине пĕлтерет. Нина Ивановна хăйĕн ашшĕпе амăшне манаймасть. Амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен çемьери йывăрлăхсем ашшĕпе аслă ачисем çине ытларах тиеннĕ. Çичĕ пĕртăван ÿснĕ ашшĕн пĕр тăванĕсем — Сергеевсем. 5 шăллĕне Аслă Отечественнăй вăрçа илнĕ. Шел, 4-шне каялла таврăнма шăпа пÿрмен. Егор та фронтран таврăнсан вăрçă суранĕсене пула тепĕр 10 çултан çĕре кĕнĕ. Ашшĕн аппăшĕ, Александра Сергеевна, ĕмĕрĕпех почтальонкăра ĕçленĕ. 91 çула пуснă ватă халĕ те пурăнать.
Нинăн амăшĕн пĕртăванĕсем те çемьере çиччĕн ÿснĕ. Шăллĕсем — Захар, Семен, Миша вăрçă хирне тухса каяççĕ. Захар унтах выртса юлать. Миша ачасене шкулта пĕлÿ панă. Феодора та учительте вăй хунă. Агафия — зоотехникра, Настя, Фекла вара колхозра тăрăшнă.
Ашшĕ, Иван Сергеевич Сергеев, вăрçă пуçланиччен хуçалăх председателĕнче вăй хунă. Нимĕç эшкерĕсем тапăнса килсен ăна çара илмеççĕ. Техникăна лайăх ăнкарнă арçынна броньпе хăвараççĕ. Кÿкеçри машинăпа трактор станцийĕнче ĕçленĕ вăл. Ахальтен мар вăрçă çулĕсенчи хастар ĕçшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена, тĕрлĕ грамотăсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Ывăлĕ те, Владимир, ашшĕ пекех, хăйĕн ĕмĕрне трактор-комбайнпа ĕçлесе ирттернĕ. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Людмила педучилище пĕтернĕ. Çĕпĕрте ĕçлесе пурăнать. Надя ялтах юлнă. Фая Шупашкарти стройкăсенче тăрăшнă. Цилия Хусанти финанс институтне пĕтернĕ, халĕ Элĕкре пурăнать. Анна заводра ĕçлесе пенсие тухнă. Халĕ вĕсем пурте тивĕçлĕ канура. Пурин те, тен, йышлă çемьере ÿснĕрен, 4—5 ача.
Мал ĕмĕтлĕ хĕр, Нина, Шемшер шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Улатăрти чукун çул техникумне çул тытать. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Н. Иванована Новосибирск облаçĕнчи Новокузнецкри вакунсем юсакан завода ĕçлеме яраççĕ. Амăшĕ йывăр чирленĕ пирки тепрер вăхăтран хĕрĕн тăван тăрăха таврăнма лекет.
Амăшне юлашки çула ăсатнă хыççăн Нина Ивановна, тивĕçлĕ ĕç тупас тесе, Шупашкара çитет. Шупашкар чукун çул вокзалне çул тытать. Çамрăк хĕре Канаша кайма сĕнеççĕ. Унтан тÿрех Трак станцине дежурнăй пулса ĕçлеме яраççĕ.
1958 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех 42 çул ытла çак ĕçре тăрăшать Н. Иванова. Килĕштернĕ ĕçре чăн телейне тупать вăл. Нина Ивановна ĕçри тăрăшулăхĕшĕн панă хисеп грамотисемпе, тав сăмахĕсемпе пĕрле “Ĕç ветеренĕ” медале, “Чукун çул отличникĕ”, “Нумай ачаллă амăшне” паллиăсене упрать.
Чукун çул ĕçех Ивановсене пĕр çемьене пĕрлештернĕ. 1960 çулхи майăн 20-мĕшĕнче, тавралăх чĕрĕлнĕ тапхăрта, шавлă туй туса ирттереççĕ. Малтанлăха çамрăк çемье чукун çул станцийĕн казарминче пурăнать. Пус çумне пус хушса, вăй çитерсе 1962 çулта кил-çурт, хуралтăсем çавăраççĕ, 25 тĕм тĕрлĕ сортлă пан улми йывăççисем, тĕрлĕ çырла-тĕмсем лартаççĕ.
Петр Иванович 1935 çулта çуралнă. Ашшĕ, Иван Семенович Семенов, суту-илÿ тытăмĕнче ĕçленĕ. Иртнĕ вăрçа хутшăннă. 1944 çулхи октябрь уйăхĕнче тан мар çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Амăшĕ, Анна Андрияновна Семенова (1914 ç. ç.), Чĕмпĕрти педагогика училищинче учительница пулма вĕреннĕ. Хăй вăхăтĕнче бригадирта, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Обществăлла чылай ĕçре — халăх заседателĕнче, хуçалăхри ревизи комиссийĕн председателĕнче тăрăшнă, ял, район совечĕсен, Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.
Петр Ивановичăн аслашшĕ, Семен Максимович Максимов, 1870 çулта кун çути курнă. Еншик Чуллăра ял тата чиркÿ старости пулнă, сад ăсти, пыл хурчĕсем тытнă. Çак паха енсем пĕтĕмпех мăнукне куçнă.
Асламăшĕ, Надежда Степановна, 1873 çулхискер, Хусакассинчен качча килнă. Вăйлă кил-çурт, çирĕп хуçалăх пулнă вĕсен. 1938 çулта ахальтен мар ĕнтĕ вăтам хресчен кулак ятне илет, часах хуралтисене туртса илеççĕ. Аслисем каласа панине паян та манма пултараймасть кил хуçи. П. Иванов Супар шкулĕн 7 класне пĕтерет, амăшĕ хистенипе Метикассинчи вăтам шкулта пĕлÿ пухать. Часах салтак ячĕ тухать, 1954 çулта Çурçĕр флочĕн морякĕ пулса тăрать. Служба кунĕсене пĕрле ирттернĕ ентешсене Г. Агафангелова (Упи), В. Александрова (Яманак), Г. Порфирьева (Пикшик) ăшшăн аса илет вăл. Çар тумне хывнă П. Иванов професси çуккине аван туйса илнĕ. Кĕçех Канаша çул тытать, кунти анлă профиллĕ тракторист-машинистсем хатĕрлекен училищĕре вĕренет. Алла документ илнĕ хыççăн каччă пĕр хушă Оренбург облаçĕнче, каярах комсомол путевкипе Çурçĕр Казахстанта тăрăшать. Ăна хамăр районти МТСра та ĕçлеме тÿр килет. 1958 çулхи кĕркунне Трак чукун çул станцийĕн начальникĕ М. Павлов сĕннипе стрелочника ĕçлеме вырнаçать. Çак хушăрах вăл Улатăрти чукун çул техникумне вĕренсе пĕтерет. 40 çула яхăн чукун çул çинче ĕçлесе ахаль рабочирен станци начальникĕ таран ÿснĕ, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.
Савнă мăшăрĕпе вĕсем пилĕк ача — 3 ывăлпа 2 хĕр — çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Аслă ывăлĕ Владислав электромеханика училищине пĕтернĕ хыççăн 30 çула яхăн Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ, Галина, ЧПУн художествăпа графика факультетне пĕтернĕскер, кунтах тăрăшать. Ачисем — Вероника фармацевта, Славик станочника вĕренеççĕ.
Андрей пир-авăр техникумне вĕренсе пĕтернĕ, паян “Химпродукт” ООО ертÿçинче тăрăшать, пĕлĕвне Шупашкарти кооператив институтĕнче анлăлатнă. Мăшăрĕ, Аля, пир авăр комбинатĕнче тăрăшнă. Сергейпа Женьăна çитĕнтереççĕ. Алина ЧПУн физика-математика факультетне пĕтернĕ, халĕ Вăрнар районĕнчи Уравăш шкулĕнче тăрăшать. Мăшăрĕпе, Володьăпа, 3 ача çитĕнтереççĕ: Коля, Андрей, Таня.
Надя пуçламăш классен учителĕн дипломне илнĕ, халĕ кооператив институтĕнче менеджера вĕренет. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе, Русланпа, 2 ывăл — Сашăпа Данила çитĕнтереççĕ. Игорь электромеханика техникумĕ пĕтернĕ, “Юнит” фирмăра тăрăшать. Дениспа Женя ÿсеççĕ. Мăшăрĕ, Оля, сутуçă.
Çитес çул Ивановсем хăйсен ылтăн туйне паллă тума хатĕрленеççĕ. Çемье чăмăртанăранпа пилĕк теçетке çитет пулин те, пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, юратни, килĕштерни çемье вучахне вĕри тытса пыма паян кун та май параççĕ.