АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çынсемпе тĕл пулчĕç

13 марта 2009 г.

 

Красноармейски ял тăрăхĕнче халĕ иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе халăхпа сÿтсе яваççĕ. Мартăн 3-мĕшĕнче çавăн пек пуху Янкасри кану çуртĕнче иртрĕ. Унта Янкас, Хĕлеç, Чаканар ялĕсенче пурăнакансем пухăнчĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков 2008 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе тата малашнехи задачăсемпе паллаштарчĕ. Янкас енче те çав вăхăтра ырă улшăнусем тума май килнĕ: Чаканар ялне асфальтлă çул хывнă. Хĕлеç ялне те хытă сийлĕ çул çитнĕ, ун витĕр масар тĕлне те çавăн пек çулах илсе çитерет. Сăмах май, Хĕлеç çывăхĕнчи çĕнĕ масара уçас енĕпе те тăрăшнă: тавралла канав чавнă, йывăçсем лартнă, документаци хатĕрленĕ. Хĕлеçпе Кивĕ Йĕкĕт ялĕсене таса шывпа тивĕçтермелли программăна кĕртнĕ. Янкасри тĕслĕх библиотекăна газпа хутса ăшăтмалла тунă.

Çавăнпа пĕрлех тумалли ĕçсем те сахал мар-ха. Янкасри кану çурчĕн тăррине сÿтсе çĕнĕрен витмелле. Хытă сийлĕ çулсене асфальт сарса çитермелле. Çĕнĕ масар тавралла карта тытса çаврăнмалла. Выльăх çăвисем пулнă вырăнсене те йĕркене кĕртмелле.

Ытти вак-тĕвек ыйтусене пухăннисем хăйсем парса хуравсем илчĕç. Хĕлеçри К. Кондратьевапа А. Трофимова ялти çăлсене юсассине тимлĕх уйăрма сĕнчĕç. Янкасран харăсах 5 çын кирлĕ ыйтусем çĕклерĕç: Р. Казанкова — сулăм укçи пухса усă курасси пирки, Н. Гордеева — чупса çÿрекен йытăсене пĕтермелли, Г. Порфирьев — ялта выльăх-чĕрлĕх сутăн илсе пусакан предпринимательсем каяшсемпе тирпейсĕр хăтланни çинчен каларĕç. Ял старости Л. Иванов “Заволжская” урама Кивĕ Йĕкĕт енчен пырса кĕнĕ çĕрти çула кăçал тусах пĕтермеллине палăртрĕ. Н. Ершова вара ялти икĕ хутлă шкул, столовăй çурчĕсем юхăнса ларни, фельдшер пунктĕнче ĕçлеме условисем çукки пăшăрхантарать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ кашнинех тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Тĕл пулăва яваплă ытти ĕçлĕ çынсем те килнĕ. Милицин участокри уполномоченнăйĕ А. Макаров Янкас енче те пĕлтĕр преступленисем пулнине пĕлтерчĕ. Çынна вĕлернĕ тĕслĕх те пулнă. Хуçасăр ларакан çурт-йĕрсене тустарасси-çаратасси çаплах тăсăлать-ха. Янкас, Хĕлеç, Чаканар ялĕсенче те вăрттăн хаяр шĕвек сутакансем пур. Вĕсене тупса палăртса штрафланă пулин те, чарăнма шутламаççĕ иккен. Милици ĕçченĕ килти выльăхсене вăрлакансенчен асăрханма, урамсене тирпей-илем кĕртме хушрĕ.

Район центрĕнчи пушар чаçĕн инструкторĕ И. Федорова ялсенче вут-кăварпа сыхланассипе калаçу ирттерчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ, пушартан сыхланмалли правилăсен хутне валеçсе пачĕ. Уйрăмах хĕлле пĕвесем çинче ваксем, ялсенче каçхи хуралсем пулмаллине асăнчĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче Янкасри библиотекăпа кану çурчĕн ĕçченĕсем çынсене кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе тивĕçтерчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика