АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк вокалистсен конкурсĕ иртет

13 марта 2009 г.

 

Мартăн 15-мĕшĕнче районти халăх пултарулăхĕн çуртĕнче çамрăк вокалистсен конкурсĕ иртет. Ăна хамăр ентешĕн ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ артисчĕн В. Петровăн 55 çулхи юбилейне халаллатпăр.

Кăçалхи конкурса хутшăнакансем виçĕ категорире вăй виçеççĕ: 5—9 çулхисем, 10—13 тата 14—17 çулхисем. Унăн тĕллевĕ — пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен творчествине малалла аталантарасси, музыка енĕпе вĕсене малалла вĕренме кайма пулăшасси тата çул уçса парасси.

Вокалистсен конкурсне пирвайхи хут 1995 çулта Кĕçĕн Шетмĕри культура çуртĕнче В. Петрова директор тимленипе ирттернĕ. Ун хыççăн ăна йĕркелессине районти искусство шкулĕ хăй çине илчĕ. Трак енре çамрăк вокалистсен йышĕ çулленех ÿссе пырать. Акă Сергей Петровпа Татьяна Ильина (Михеева) çак конкурссенче пĕрре мар палăрчĕç, каярах культура училищинчен вĕренсе тухрĕç.

Кăçалхи конкурса сире хапăл туса кĕтетпĕр. Вăл çÿллĕ шайра иртессе шанатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика