13 марта 2009 г.
Манăн асанне, Ольга Андрияновна Иванова, Анатри Типçырма ялĕнче пурăнать. Кăçал вăл 80 çул тултарать.
Унăн ачалăхĕ, вăл тапхăрти ытти çамрăксенни пекех, çăмăл килмен: выçăллă-тутăллă пурăннă, ураран çăпата кайман. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те çитĕннисемпе танах ĕçленĕ. Буинск вăрманĕнче йывăç каснă, фермăра вăкăрсем самăртнă. Пурнăç йывăр пулнă пулсан та пуçа усса ларман: ĕçе канупа çыхăнтарма та пĕлнĕ, хĕрсем тĕрĕ тĕрленĕ, çăм арланă, алсиш-чăлха çыхнă, ял-йыша спектакль-концертсемпе савăнтарнă.Ольга Андрияновна ял каччипе Николайпа çемье çавăрнă, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр, 1983 çултах çĕре кĕнĕ. Асанне тивĕçлĕ канăва тухиччен вăкăрсем самăртнă çĕрте ĕçленĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна ”Ĕç ветеранĕ”, ытти медальсем парса хавхалантарнă. Халĕ те ахаль лармасть ватă, килти хуçалăхра тăрăшать.Йывăр ĕçсене пурнăçлама вара ăна эпир пулăшатпăр. Асаннене нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.