13 марта 2009 г.
Красноармейскинче пурăнакан С. М. Тимофеевана тăтăшах çул çинче куратăн, сăпайлăн сывлăх сунмасăр иртмест пĕртте. Çавăнпах ял-йышра хисеплеççĕ те ĕнтĕ ăна.
Серафима Мироновна хăйĕн пĕтĕм пурнăçне вулавăшпа çыхăнтарнă тесен те йăнăш пулмасть. 1994 çулччен вăл район центрĕнчи ача-пăча библиотекин заведующийĕнче тимленĕ. Халĕ те унта вăй хуракансене сĕнÿ-канаш парса пулăшать, тĕрĕ тĕрлеме юратакансен кунти “Ытарай” кружокне хавхаланса çÿрет. Кунпа пĕрлех Серафима Мироновна сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать, спортпа та интересленет. Юрлама та маçтăр вăл.