13 марта 2009 г.
Кăвар чĕреллĕ ентеш-поэт Н. Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине Карай вăтам шкулĕнче те савăнăçлăн паллă турĕç.
“Н. Янкас сăввисем ачасен куçĕсемпе” ятлă ÿкерчĕксен конкурсĕнче 4-мĕш класри Е. Хлебновпа А. Иванова (“Кĕркунне” сăвă тăрăх) ĕçĕсем палăрчĕç. Сăвă вулакансен конкурсĕнче вара Н. Алексеева (3-мĕш класс) “Пурнăç юлташне” сăвва вуласа малти вырăна тухрĕ. А. Илларионов (4-мĕш кл.) “Мухтавлă вилĕм”, А. Григорьева (3-мĕш кл.) “Шетмĕ шывĕ хĕрринче”, Д. Алексеев (3-мĕш кл.) “Этем” сăвăсемпе 2—3-мĕш вырăнсене пайларĕç.
Иккĕмĕш класра вĕренекенсем “Пирĕн йăла-йĕркесем, сăвă-юрăсем” темăпа ялти ватăсенчен ĕлĕкхи уявсем пирки ыйтса пĕлчĕç, сăвă-юрăсене çырса илчĕç.