АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэт кун-çулĕпе паллашрĕç

13 марта 2009 г.

 

Районти кашни шкултах Нестер Янкасăн 100 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем нумай иртрĕç.

Акă, Трак гимназийĕнчи И. Антонова ертсе пыракан 10-мĕш класра вĕренекенсем поэта халалласа ятарлă литература сехечĕ ирттерчĕç. Унта вĕсем Н. Янкас музейĕн ертÿçине Н. Ершов сăвăçа чĕнчĕç. Вăл ачасене поэт кун-çулĕпе, творчествăри ăсталăхĕпе паллаштарчĕ, ăна халалланă сăввине епле çырни çинчен каласа пачĕ.

Райцентри 2-мĕш вăтам шкулти В. Тихонова вĕрентекен ертсе пынипе вара кунти 8, 9, 10-мĕш классенчи ачасем Янкас ялĕнче пурăнакан 90 çула кайнă медицина ĕçĕн ветеранĕ Г. Кириллов патĕнче хăнара пулчĕç. Вăл — Нестер Янкасăн тăван шăллĕ. Чи малтанах ăна вĕренекенсем нарăс уйăхĕнчи çуралнă кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Григорий Кириллович пиччĕшĕ çинчен чылайччен тĕплĕн ăнлантарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Ачасем хисеплĕ ватăна чĕререн тав турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика