13 марта 2009 г.
Шкулта директорта ĕçленĕ Л. Григорьева асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ.
Унта 6 команда хутшăнчĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре 11-мĕш класра вĕренекен Н. Еремеева, Е. Гаврилова, А. Христофоров, Н. Николаев, М. Андреев вылянă команда пĕрремĕш вырăна тухрĕ. 9-мĕшсен — иккĕмĕш, педагогсен команди виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.