АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçламăш классем — йĕлтĕр йĕрĕ çинче

13 марта 2009 г.

 

Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классем валли спорт уявĕ йĕркелерĕç. “Факел” стадиона пурĕ 90-ăн пухăнчĕç вĕсем, йĕлтĕр йĕрĕ çине 70-шĕ тăчĕ.

Физкультура учителĕ А. В. Васильева хатĕрленĕ программăпа килĕшÿллĕн, вĕренекенсем хăйсен учителĕсемпе пĕрле стадион тавра икĕ çаврăм турĕç. Унтан старта тăваттăмĕшсем тухрĕç. Финиша чи малтан 4 “б” класри Алексей Алексеев çитрĕ. Иккĕмĕш вырăна — Стас Яковлев (4 “а”), виççĕмĕшне Павел Никифоров (4 “б”) йышăнчĕç. Хĕрачасем хушшинчи тупăшура Ольга Тимофеева, Аня Ефимова тата Валерия Терентьева маттур пулчĕç.

2—3-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасенчен малти вырăнсене Дима Алексеев, Костя Самойлов, Николай Лаврентьев, хĕрачасенчен Анисса Сорокина, Ксения Николаева, Елизавета Сергеева çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе чысларĕç. Спорт уявĕ пурне те килĕшрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика