АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача чухнехи ĕмĕте пурнăçласа

13 марта 2009 г.

 

Чиркÿллĕ Алманчра Красновсене палламан çын çук та пулĕ. Аслăрах ăрурисем Иван Макарович Краснова питех та аван пĕлнĕ. Ку тăрăхра колхозсем йĕркелеме тытăнсан кил хуçи Алманч салинчи “12 лет Октября” хуçалăх тилхепине чи малтан тытакансенчен пĕри пулнă. Каярах И. Краснов ял совет ĕçтăвкомне ертсе пынă. Вăрçă ветеранне 10 çул ытла Алманч ГЭСĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тÿр килнĕ. Мăшăрĕ те паллă çемьерен тухнă. Алманча Çĕньял Упирен качча килнĕ Анастасия патшалăхпа обществăн паллă деятелĕн А. С. Сымокинăн йăмăкĕ пулнă-çке. Шăп çак çемьере çуралнă та Мая Ивановна. Çемьери сакăр ачаран виççĕмĕшĕ пулнă вăл.

Çичĕ çул тултарсан Майя Алманч шкулĕн пĕрремĕш класне каять. Мĕн пĕчĕкрен вĕренес туртăм пысăк пулнă унăн. Тавра курăма аталантарма вăл тăтăшах шкул вулавăшне çул такăрланă. 4—5-мĕш классенче вуламан кĕнеке те хăварман тейĕн библиотекăра. Шкул сакки çинче ларнă чухнех хĕрачана тăван ен çут çанталăкĕ, хамăр тăрăхри ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчи кăсăклантарнă.

Тăван ялĕнче çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен вăл Красноармейскине çул тытать, кунта пĕр çул вĕренет. Упи шкулĕнче пĕлĕве малалла тăсать, 1956 çулта алла аттестат илет. Шутланă-и-ха вăл ун чухне хăй тепĕр 7 çултан çак шкула ĕçлеме килессе?

Майя çул юппинче тăнă: вĕренмелле е ĕçлеме каймалла? Хĕр центрти хаçат-журналсенче яш-кĕрĕме çурçĕрти стройкăсем ĕçе йыхравланине пĕрре кăна мар вуласа пĕлнĕ. Пĕр кунхине вĕсем хĕр-тантăшĕпе Васелиса Леонтьевапа ВЛКСМ райкомне çул тытнă. Çапла вара Трак енти 23 хĕрпе каччă, вĕсен шутĕнче Майя та, комсомол путевкипе Печорăна чукун çул хывма тухса кайнă. Коми тăрăхĕнче 2 çул ĕçлесе пурăнать вăл.

Пурнăç тути-масине астивнĕ хĕр 1958 çулта тăван яла таврăнать. Малалла вĕренес туртăм пĕртте сÿнмен унăн. Çав çулах Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. Шкул çулĕсенчех пур енлĕ пултарулăхпа палăрнăскер, аслă шкулта пĕлÿ илнĕ тапхăрта та хăйне лайăх енчен кăтартать. Институтра аван ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех пултарулăх кружокĕсене, парашютистсен секцине, пушă вăхăт тупса кĕске вăхăтлăх водительсен курсне çÿрет, алла автомашина çÿретме ирĕк паракан удостоверени илет.

Студент çулĕсенче вăл Анат Кушар каччипе Ардальон Яковлевпа паллашать. Лешĕ ун чухне пединститутăн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕскер, районти халăха вĕрентес пайăн инспекторĕнче вăй хунă. Çамрăксем кĕçех çемье çавăраççĕ.

Майя ученăй-зоотехник дипломне алла илет. Çав çулах ăна Упи шкулне ĕçе илеççĕ. Вăл “биологи” тата “производство никĕсĕсем” предметсене вĕрентме пуçлать. Каярах тата ĕç урокĕсене шанса параççĕ. Анчах пĕлÿ шайĕ çителĕксĕррине туять вăл. Çавна пулах заочно майпа пединститутăн биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухать.

М. Яковлева ÿсекен ăрăва ĕç, вĕрентÿпе воспитанин тĕллевĕсене татса панă çĕрте хăй вĕрентекен предметсем пысăк пĕлтерĕшлине аван туйса илнă. Майя Ивановна вĕрентĕве практикăпа çыхăнтарма, çавна май вĕрентÿпе сăнав участокĕсем, юннатсен кружокĕсем йĕркелеме тытăннă. Ачасем аслă вĕрентекенĕ пулăшнипе хĕл кунĕсенче тĕрлĕрен пахча çимĕç калчисем çитĕнтернĕ, çу кунĕсем çитсен вĕсене йăрансем çине куçарса лартнă, сăнав дневникĕсем çырса пынă. Каникул кунĕсенче вара класăн-класăн дежурство тăрассине йĕркеленĕ: йăрансене çум курăксенчен тасатнă, шăварнă, кăпкалатнă, сăнавсем ирттернĕ. Кĕр кунне пахча çимĕçсем пысăк тухăçпа савăнтарнă. Вĕсене шкул столовăйĕ валли хатĕрленĕ. Шкулăн сăнав участокĕ çулленех хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

М. Яковлева ертсе пынипе уписем виçĕ çул хушши вĕренÿпе производство бригадисемпе звенисем хушшинче йĕркеленĕ республикăри конкурсра 1—2—3-мĕш вырăнсене йышăннă. Акă, В. Донскова çамрăк выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче республикăри тупăшура çĕнтерме пултарнă, Волгоградра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăннă. В. Арсентьева “Кăвак патруль” членĕсен Чăваш енти конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, тăван республика чысне Санкт-Петербургра хÿтĕленĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕн аса илмелли сахал мар. 80-мĕш çулсенче шкулсенче ОПП (общественно-производственная практика) предмет пурччĕ. Ун чухне Упи шкулĕ Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа килĕшÿ туса çамрăк ĕçченсем сыснасем (шкул валли), 36 пăру (хуçалăх валли) çитĕнтерсе пама пултарнă. Кунсăр пуçне хуçалăха çу кунĕсенче купăстапа ытти пахча çимĕç çитĕнтерме пулăшнă. Тата шкулти микрофермăра сыснасем, кроликсем тытнине, “Чĕрĕ çут çанталăк кĕтесĕнче” тимĕр шапасене, тинĕс сыснине, ытти чĕр чунсене усранине ăçтан манăн. Ачасемпе пĕрле ÿсен-тăрансен гербарине тунисем, лĕпĕшсен коллекцийĕсене пухнисем халĕ те асран тухмаççĕ.

М. Яковлеван чыслă ĕçне çÿлти органсем те асăрханах. Ăна пĕр хутчен çеç мар республикăри Вĕрентÿ министерствин, районти вĕрентÿ пайĕн, отрасльти профсоюзсен хисеп грамотисемпе наградăланă, “Ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăсемпе, “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăланă.

Икĕ çул шкулти профсоюз организацине ертсе пынă вăл, 2 çул секретарьте ĕçленĕ. 40 çул ытла педагогика стажĕ пĕрремĕш категориллĕ учителĕн. Вăл çак тапхăрта Упи шкулĕнчен 4 кăларăм вĕрентсе кăларнă. 1999 çулта Упи шкулĕнче ĕçлеме пăрахнă М. Яковлева, кĕçех ăна Янкас шкул директорĕ З. Долгова хăйсем патне чĕнсе илнĕ. Кунта виçĕ çул биологи предметне вĕрентнĕ. Асăннă çулсенче ăна 8 директорпа ĕçлеме тÿр килнĕ, кашнин пиркиех ăшă сăмахсем тупăнаççĕ унăн.

Хăйĕн ĕнерхи вĕренекенĕсемпе савăнать те, мухтанать те ветеран-педагог. Упи шкулĕн хальхи педагогика коллективĕн членĕсенчен нумайăшне вăл вĕрентнĕ. Уписем В. Фролова биолог ертсе пынипе сăнав участокĕсен конкурсĕнче халĕ те палăрнине уйрăммăн палăртать вăл. Унăн вăренекенĕсенчен нумайăшĕ агроном, зоотехник профессийĕсене суйласа илнĕ. Е. Иванова ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствинче ĕçлет. И. Иванова паян Упи шкулĕнче биологи предметне вĕрентет, И. Петрова биолог районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче ĕçлет. Райбольницăн тĕп тухтăрĕ Г. Сушко та унăн вĕренекенĕ пулнă, Л. Иванова, Иринăпа Владимир Клементьевсем врач тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Ку списока татах тăсма пулать.

Кăçалхи февралĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче М. Яковлева 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă куна чыслама хăй ĕçленĕ шкула ĕçтешĕсем, ĕнерхи вĕренекенсем, мĕн пур тус-тăванĕ пухăнчĕ. Ун ячĕпе чыслă ăшă сăмах янăрарĕç çав каç. Юбиляр ячĕпе шкул директорĕ Ю. Федоров район администрацийĕн Тав çырăвне вуласа пачĕ.

— Ача чухнехи ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ, — терĕ М. Яковлева. — Атте çут çанталăка питĕ юрататчĕ, вăл тăван тăрăхри мĕн пур ÿсен-тăрана ячĕпе пĕлетчĕ. Унăн ырă енĕсем мана куçрĕç пулĕ. Мăшăрăн тăванĕ, Шупашкарти краеведени музейĕн ĕçченĕ пулнă А. Львова биолог, унăн кÿрши, ял хуçалăх институчĕн преподавателĕ Плетнева-Соколова, аслă шкулти Н. Воронов зоолог, тăван шкул коллективĕ манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнчĕç.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест текен ваттисен сăмахне Яковлевсен ачисем пирки каланăнах туйăнать. Ывăлĕпе хĕрĕ те, кинĕпе кĕрÿшĕ те И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, кăмăлне каякан професси суйласа илнĕ. Алик, электротехника факультетне вĕренсе пĕтернĕскер, Тюмень облаçĕнчи Сургут хулинче ĕçлесе пурăнать, çав хулан инженер-электрикĕ вăл. Мăшăрĕ, Лена, врач-педиатр. Аслă хĕрĕ, Настя, Мускаври пĕтĕм тĕнчери хутшăнусен патшалăх институтĕнче вĕренет.

Мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ Алина аслă шкулăн медицина факультечĕн дипломĕллĕ пулчĕ. Паян Алина Ардальоновна Шупашкарти ача-пăча поликлиникине ертсе пырать. Мăшăрĕ, Юра, инженер-технолог профессине алла илнĕ, пĕр предприятире тăрăшать.

Чăваш хĕрарăмĕн мĕн пур паха та ырă енĕсем пур М. Яковлеван. Мăшăрĕ те, Ардальон Яковлевич, мартăн 17-мĕшĕнче 75 çул тултарать. Килти хуçалăхра ĕне, пăру, сысна, сурăхсем усраççĕ, чăхсем, хур-кăвакал тытаççĕ Яковлевсем. Кил умĕнче кÿлĕ пулнăран хур-кăвакал усрама епле меллĕ. Çавăнпа та çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те сĕтел çинчен сĕт-çу, аш-пăш татăлмасть, хулана кучченеçлĕх парса ямалăх та пур вăл.

Анат Кушарти К. Маркс урамĕнче пурăнаççĕ Яковлевсем. Вунă çул каялла вăй-хал çитерсе кирпĕчрен çĕнĕ-çурт çĕкленĕ вĕсем, каярах хуралтăсене çĕнетнĕ.

Пушă вăхăт çукпа пĕрех Майя Ивановнан, вăл тупăнсанах вара ветеран Упири тĕслĕх библиотекăна çул тытать. Ара, кунти вулавăш çумĕнчи Е. Константинова ертсе пыракан “Сурпан” фольклор ушкăнне мĕн йĕркеленĕренпех çÿрет вăл. Кулăш-шÿтсенчи ватă çын рольне яланах М. Яковлевана шанса параççĕ. Пултарулăх ушкăнĕнче çавăн пекех Упи вăтам шкулĕнче тăрăшнă Р. Германова, Е. Николаева, Д. Егорова педагог-ветерансем, техслужащисем пулнă З. Миронова, Е. Борисова, Р. Григорьева тата ыттисем те тĕп шăнăр шутланаççĕ. Ватăсем çуралнă кунĕсене пĕрле паллă тăваççĕ, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ.

Педагог-ветерана юбилей ячĕпе саламласа Упи шкулне 1978 çулта вĕренсе пĕтернисен ячĕпе çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, ăраскал сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика