13 марта 2009 г.
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Н. Янкаса халалласа ирттернĕ юбилей уявĕнче асăнса хăварнă тăрăх, Красноармейски тăрăхĕнчен тухнă поэт-çыравçăсем паянхи куна утмăл ытла. Трак енĕн литература тĕнчине çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хастар та сулмаклă утăмсемпе кĕрсе кайнă паллă ентеш-çыравçăсенчен пĕри — Нестер Кириллович Янкас. Вăл çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çав ятпа район тата республика шайĕнче паллă поэтăмăра халалласа чаплă ларусем, тĕл пулусем иртрĕç.
Районти шкулсенче те ентеш-поэта сума суса литература каçĕсем, илемлĕ вулакансен конкурсĕсем, уçă уроксем, мультимедиллĕ презентацисем, тематикăллă викторинăсем, Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсемпе тĕл пулусем иртрĕç. Тăван енĕн паллă çыннисене халалласа ирттернĕ çакăн пек пархатарлă та тĕллевлĕ ĕçсем ачасене Трак ен историйĕпе культурине тарăнрах пĕлме, хамăрăн чыслă ентешĕмĕрсен ырă ятне тата пуян еткерлĕхне асра тытма пулăшаççĕ.
Нарăсăн 26-мĕшĕнче З. П. Михайловапа В. М. Михайлов вĕрентекенсем çырса хатĕрленĕ проектпа килĕшÿллĕн райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулăн чăваш сăмахлăхĕпе халăх культурин пÿлĕмĕнче районти литературăпа пултарулăх фестивалĕн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ иртрĕ. Фестивале район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Н. Григорьева уçрĕ, уяв программипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн асăннă шкулта ĕçлекен З. Михайлова В. Михайловпа пĕрле хатĕрленĕ Н. Янкас пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан “Асран кайми юрăç пулам-и?” мультимедиллĕ презентаци кăтартрĕ. Унтан районти шкулсенчен пуçтарăннă ачасем хушшинче Н. Янкас сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ пулчĕ. Шкул ачисем ăна питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ, поэт сăввисене пĕринчен тепри илемлĕрех вуларĕç. Пикшик шкулĕн 10 класĕнче вĕренекен Александр Ильинпа Екатерина Ершова Н. Янкасăн “Телейлĕ çул” калавĕ тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăна питĕ ăста выляса кăтартрĕç. Упи шкулĕн вĕрентекенĕсем В. Васильевапа С. Петрова хăйсем хатĕрленĕ “Нестер Янкас премийĕн лауреачĕсем” мультимедиллĕ презентаципе паллаштарчĕç. Фестиваль уява пĕтĕмлетнипе, çĕнтерÿçĕсене саламланипе, чысланипе вĕçленчĕ.
Фестиваль йĕркипе килĕшÿллĕн шкул ачисемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕрен номинацисенче кăтартма пултарчĕç.
Учительсем хушшинче “Чи лайăх мультимедиллĕ презентаци” номинацире иккĕмĕш шкулти Зинаидăпа Виталий Михайловсем тата Упи шкулĕнчи В. Васильевапа С. Петрова çĕнтерчĕç. “Нестер Янкас хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх мультимедиллĕ слайдсем” номинацире Трак чăвашла-нимĕç гимназийĕнчи И. Антонова мала тухрĕ. “Чи лайăх урок планĕ” номинацире пĕрремĕш вырăна Красноармейскинчи иккĕмĕш шкулти З. Михайлова тивĕçрĕ. “Чи лайăх тест тата викторина” номинацире иккĕмĕш шкулти В. Михайловпа Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи Ю. Кузьмина çĕнтерÿçĕ ята илчĕç. “Чи лайăх инсценировка” номирацире вара чи маттурри Пикшик шкулĕнчи Л. Тихонова пулчĕ.
Шкул ачисем хушшинче “Чи лайăх тĕпчев ĕçĕ” номинацире пĕрремĕш вырăна Упи шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Е. Васильевапа М. Якимова, иккĕмĕшне Пикшик шкулĕн 5 класĕнчи С. Тихоновапа 11 класĕнчи Т. Ильина тухрĕç. Сăвă вулакансен конкурсĕнче иккĕмĕш шкулăн 11 “б” класĕнчи Е. Филимонова тата Упи шкулĕн 8 класĕнчи М. Якимова çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна иккĕмĕш шкулăн 11 класĕнчи П. Данилов, Пикшик шкулĕн 5 класĕнчи В. Михайлов, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн 8 класĕнчи Т. Иванова, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн 6 класĕнчи А. Андреев тухрĕç. Виççĕмĕш вырăнта Шывпуç шкулĕн 9 класĕнчи С. Владимиров, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн 10 класĕнчи А. Филимонова, Именкасси шкулĕн 6 класĕнчи И. Андреева, Чатукасси шкулĕн 5 класĕнчи Н. Петрова пулчĕç.
Фестиваль çĕнтерÿçисене тата хастар хутшăннă шкул ачисемпе учительсене район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов алă пусса çирĕплетнĕ дипломсемпе, хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.