13 марта 2009 г.
Район территорийĕнче февралĕн 16 тата мартăн 1-мĕшĕсенче йĕркелĕхе пăснă оперативлă сводкăран.
- Февралĕн 15-мĕшĕнче Упири 1979 çулта çуралнă гражданин ÿсĕрпе тавлашса кайса шăллĕне çурăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ.
- Февралĕн 16-мĕшĕнче Красноармейскинче хваттер тара илсе пурăнакан гражданин, 1983 çулта çуралнăскер, хăйĕн арăмне хĕненĕ.
- Февралĕн 13-мĕшĕнче каçхине Шăнарпуç ялĕнчи пĕр хуçлăхран — 3, тепĕр хуçалăхран 5 чăх тата тепĕр хуçалăхран 2 мăшăр çăматă, 2 пуртă вăрласа тухнă. Вăрăсене тупса палăртнă.
- 1974 çулта Ешкилт ялĕнче çуралнă, халĕ Липовкăра пурăнакан арçын вăйпа хăратса Яманак ялĕнчи пĕр килтен “SAMSONG” телевизор (5400 тенкĕ тăрать) вăрласа тухнă.
- Вăрманкас, Вăрманкас Алманч, Анаткас ялĕсенчи хăш-пĕр граждансем электричество вăрласа пÿрт-çурта ăшăтма усă курнине тупса палăртнă.
Çÿлерех асăннă кунсенче Именкасси, Чумаш, Яманак ялĕсенче пурăнакан граждансем паспорчĕсене çухатнă 3 тĕслĕх пулнă. Вун пĕр çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Вĕсем — Карай, Алманч, Красноармейски, Мăн Шетмĕ, Пикшик, Упи ял тăрăхĕсенчи ялсенчен.