АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Ăçта-ши çав урам?..”

13 марта 2009 г.

 

2010 çулхи октябрьте çĕр-шывра халăх çыравĕ ирттересси пирки массăллă информаци хатĕрĕсем маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак мероприятие Росстат октябрĕн 14—15-мĕшĕсенче туса ирттерме сĕнет.

Халăх çыравĕн историне илес пулсан Раççейре çак ĕç пуçласа 1897 çулта пулнă. Юлашки халăх çыравĕ 2002 çулта иртнĕ. “Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ” (2002.01.25, 8 №) Федераци Законĕпе килĕшÿллĕн малашне çырава кашни вунă çулта пĕрре ирттерме йышăннă.

Мĕн тума кирлĕ-ха халăх çыравĕ? Пĕрремĕшĕнчен, çырав халăх йышĕн тĕрĕс шутне, унăн тытăмĕн кăтартăвĕсене, пурнăç условийĕсене пĕлме пулăшать. Иккĕмĕшĕнчен, малтанхи çырав иртнĕ хыççăн çав кăтартусен улшăнăвĕн динамикине хаклама май килет. Виççĕмĕшĕнчен, çырав кăтартăвĕсемпе усă курса патшалăх умри тĕллевсене палăртать, социаллă пурнăçпа экономикăна тытса пырать.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Красноармейски районĕнче 89 ял, вĕсенче 352 урам тата тăкăрлăк. Пурăнмалли çуртсен хисепĕ вара — 7327. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне статистика кăтартăвĕ тăрăх районти халăх йышĕ — 16358 çын, ял тăрăх администрацийĕсем панă кăтартусемпе 18375 çын шутланать, уйрăмлăх 2 пин çын. Çавăнпа шалти ĕçсен пайĕпе миграци службин халăха регистрациленине, çынсем вырăнтан вырăна мĕнле куçнине, паспорт йĕркине еплерех пăхăннине тĕрĕслесе тăмалла, ял тăрăхĕсен специалисчĕсен хуçалăх кĕнекисене йĕркене кĕртмелле, вĕсене вăхăтра та тĕрĕс çырса пымалла.

Халăх çыравне хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсенчен хальхи вăхăтра тĕп вырăнта — ялсен адрес хуçалăхне йĕркене кĕртесси. Адрес хуçалăхне йĕркене кĕртесси, тĕрĕссипе, 2010 çулхи çыравшăн кăна мар, пирĕнтен кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Пĕр юрăра сăнарлăн каланă евĕр: “Ăçта-ши çак çурт, ăçта-ши çав урам?” — текелесе пайтах пуçа ватма, иртен-çÿрене ыйтса чăрмантарма тивет хăш чух. Çавăнпа та урамсемпе тăкăрлăксен ячĕсене, çуртсен, подăездсен номерĕсене уçăмлă та курăнмалла çырса çапмаллах. Çак ĕçе календарлă планпа килĕшÿллĕн 2009 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлес тĕлĕшпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, вырăнти ял тăрăх администрацийĕсен уйрăмах тимлĕ тăрăшмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика