АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ларура — икĕ ыйту

13 марта 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче район пуçлăхĕ С. Николаев йĕркелесе пынипе наркотике хирĕçле районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулнă.

Унта икĕ ыйту пăхса тухнă: наркотик хатĕрĕсемпе усă курнипе тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешессипе пĕлтĕр районта мĕнле ĕçлени çинчен; “Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн” акци итогĕсем пирки.

Пĕрремĕш ыйтупа ларура — районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ В. Козлов, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ Г. Сушко тата вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Голубев, иккĕмĕшпе физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Лебедев информацисем панă. Вĕсене шута илнĕ май, ларура çакна палăртнă: наркотик хатĕрĕсемпе усă курнине тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешесси пĕлтĕр те ку енĕпе йышăннă ятарлă тĕллевлĕ программăпа тата комиссин ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пулса пынă. Пурĕ 4 лару йĕркелесе ирттернĕ, вĕсенче çÿлерех асăннă ыйтупа Алманч, Кĕçĕн Шетмĕ, Красноармейски тата Карай ял тăрăхĕсенче епле ĕçлесе пынине тишкернĕ, вĕсен пуçлăхĕсене çак тĕлĕшпе сĕнÿсем парса хăварнă.

Кунпа пĕрлех ларура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен наркотикпе, ĕçкĕ-çикĕпе кĕрешес ыйтусене граждансен пухăвĕсемпе конференцийĕсенче çивĕчреххĕн хускатма кирлине, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен наркотик хатĕрĕсемпе усă куракансене тупса палăртас тĕллевпе райбольницăпа тачă çыхăнса вăй хумаллине, профилактика ĕçне вăйлатмаллине, шкул ачисемпе çамрăксен канăвне йĕркелессине лайăхлатмаллине, эрне кун-шăмат кунсенче шкулсенче те дискотекăсем ирттермеллине палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика