АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пылесос хуçи — Роза Иванова

06 марта 2009 г.

 

Çеçмер ялĕнчи Роза Ильинична Иванова пенсионерка районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ выляттаракан лотерейăн тĕп призĕн — “Самсунг” пылесосăн — хуçи пулса тăчĕ.

Иртнĕ эрнере районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ хăй ирттерекен лотерейăн тĕп призне — “Самсунг” пылесоса — выляттарчĕ.

Малтанах юн кун райцентрти почта çыхăну уйрăмĕнче тĕп приз хăш çыхăну уйрăмне каяссине палăртрĕç. Шăпа ярсан, Пикшик çыхăну уйрăмĕ тухрĕ.

Ун хыççăн выляв Пикшик çыхăну уйрăмĕ урлă райхаçат çырăннисем хушшинче иртрĕ. Хаçат çырăннă карточкăсене курупкана ярса лайăх пăтратнă хыççăн пĕрне туртса кăларсан, вăл Çеçмерти Роза Ильинична Иванован пулни паллă пулчĕ. Кĕçех курупкари вĕр çĕнĕ пылесос хаçат вулакан патне çитрĕ те.

Роза Ильинична Иванова — пенсионерка. Хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрне ялта, тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Килте выльăх-чĕрлĕх усрать. Чăн-чăн тĕрĕ ăсти. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçата вуншар çул çырăнса илсе пĕр йĕрке сиктермесĕр вуласа тăрать.

Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Р. И. Иванована тĕп приз хуçи пулса тăнă ятпа саламласа çирĕп сывлăх, пурнăçра телей, ăнăçу сунать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика