06 марта 2009 г.
Февралĕн 27—28-мĕшĕсенче Муркашра республикăри IV ялсенчи хĕллехи спорт вăййисем иртнĕ.
Пĕрремĕш кун старта механизаторсен, шахматистсен, йĕлтĕрçĕсен тата полиатлонистсен командисем тухнă.
“Рассвет” ЯХПК ертÿçи, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Э. Шумилов виçĕ енпе ăмăртса (МТЗ-82 трактор çÿретесси, пневматикăлла винтовкăран пересси, йĕлтĕрпе чупасси) пĕрремĕш вырăн йышăннă, Пĕтĕм Раççейри ялсенчи вăйăсене хутшăнма республикăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ.
Виçĕ çынран тăракан шахматистсен ушкăнĕ 17 команда хушшинче çиччĕмĕш пулнă. Вĕрентÿ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕн заведующийĕ Т. Иванова 5 вăййа та выляса илнĕ.
Нумай енлĕ кĕрешÿçĕсене те палăртмалла. Хăйсен ÿсĕмĕнче спорт мастерĕ В. Перепелкин, спорт мастерĕн кандидачĕ М. Семенова, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти П. Галкин палăрнă. Пирĕн полиатлонистсем иккĕмĕш вырăна тухнă.