06 марта 2009 г.
Чăваш Республикинчи хăвăрт утас енĕпе специализациленнĕ 17 спортсмен 2009 çулта Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕçлĕ пулнă.
Çав шутран тăваттăшĕ — Трак ен спортсменĕсем. Кусем — тĕнче класлă спорт мастерĕ — Людмила Архипова — Кĕçĕн Шетмĕ ( 20 км ), спорт мастерĕ — Эдикт Хайбуллин — Кĕçĕн Шетмĕ (çамрăксем хушшинче 20 км), тĕнче класлă спорт мастерĕ — Оксана Хайбуллина — Кĕçĕн Шетмĕ (5 км.), спорт мастерĕн кандидачĕ — Светлана Григорьева — Карай (5 км.).
Вĕсене çывхарса килекен сезонра ăнăçусем сунар.