06 марта 2009 г.
Манăн кукамая Лидия Андреевна Карпова тесе чĕнеççĕ. Вăл 1938 çулта Пикшик ялĕнче çуралнă. Çичĕ класс вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăк хĕрĕн малалла вĕренес туртăмĕ пысăк пулнă. Л. Карпова медицина училищине çул тытать. Ăна лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерет. Çамрăк специалиста Красноармейскинчи тĕп больницăна ĕçлеме яраççĕ. Каярах унăн Пшонкăри фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хума тивет. Виçĕ ялти çынсене сиплеме çÿренĕ вăл.
Халĕ кукамай тивĕçлĕ канура. Вăл Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче пĕчченех пурăнать. Чăнахах ылтăн унăн аллисем. Пушă вăхăтра алсиш, чăлха-нуски çыхать, хаçат-журнал вулать. Хаклă çыннăм выльăх-чĕрлĕх усрать, вĕлле хурчĕсем тытать. Канмалли кунсенче эпир кукамай патне вĕçтеретпĕр. Вăл пире пылпа, сĕтпе, кукăльпе, икерчĕпе, пылак çимĕçсемпе хăналать. Ăна пурте хисеплетпĕр. Юратнă çыннăм — кукамай, çĕр çул таран эс пурăнсам.