АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе чăннипех тивĕç вăл

06 марта 2009 г.

 

Йÿçкассинчи Зинаида Федоровнапа Евгений Федорович Федоровсем 5 ача çитĕнтернĕ. Вĕсенчен асли — Юля.

Хăйне кăмăла каякан ĕç тупнă Юлия Евгеньевна — 32 çул ĕнтĕ Красноармейски ял тăрăхĕнче вăй хурать. 2-мĕш категорири специалист халĕ пысăк ку территорири çынсем паспорт йĕркине пăхăнассишĕн, вĕсене тĕрлĕ справкăсем çырса парассишĕн тата хуçалăх кĕнекисене тивĕçлипе çырса пырассишĕн яваплă. Паллах, ытти ĕç те пур. “Вĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать Юлия Евгеньевна. Çавăнпах хамăрăн пĕчĕк коллективра та, халăх хушшинче те ырă ятлă”, — пĕлтерет Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. К. Шестаков.

Сăпайлă та кăмăллă хĕрарăм мăшăрĕпе 3 ывăл çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çак кунсенче вара Юлия Евгеньевнан пурнăçĕнче асра юлмалли тепĕр самант пулса иртрĕ — черетлĕ юбилейне паллă турĕ. Çавна май тата тÿрĕ кăмăлпа нумай çул вăй хунăшăн ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Тав сăмахне, хисепе чăннипех те тивĕç вăл.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика