06 марта 2009 г.
Рена Ивановна Иванова тухтăра Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи ялсенче аван пĕлеççĕ. “Унăн аллисем ылтăн. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахсемпе те сиплет вăл пире”, теççĕ ял çыннисем. Рена Ивановна чирлисене пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче йышăннипе çеç лăпланса лармасть, вĕсем патне килĕсене те тухса çÿрет. Çакна уйрăмах çулĕсемпе аслă çынсем ырлаççĕ, маттур тухтăра тав тăваççĕ.
Р. И. Иванова Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1980 çулхи çурла уйăхĕнче Мăн Шетмĕри участок больницинче врач-терапевтра вăй хума пуçланă, 1984—2004 çулсенче ку больницăн тĕп врачĕ пулнă. Медицинăра 28 çул хушши вăй хунă тапхăрта Рена Ивановна хăй квалификациллĕ специалист, пултаруллă ертÿçĕ пулнине кăтартса çирĕплетсе панă. Кунпа пĕрлех вăл обществăпа политика пурнăçĕнчен те аякра тăмасть. Темиçе хутчен те ял тата район Совечĕсен депутатне суйланнă, вырăнти хĕрарăмсен канашĕн членĕн тивĕçне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтернĕ. Асли, амăшĕ евĕрех, врач-терапевт, Шупашкарта ĕçлет. Р. И. Иванована Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе те чысланă.
Çак кунсенче Рена Ивановна черетлĕ юбилейне кĕтсе илчĕ. Çавна май ăна халăхпа пухăнса саламларĕç. Сывлăха сыхлас ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Рена Ивановнана район пуçлăхĕ С. А. Николаев район администрацийĕн Хисеп грамотине пачĕ. Маттур тухтăра юбилей ячĕпе çавăн пекех Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров, пĕрле вăй хуракансем тата культура ĕçченĕсем ăшă-ăшă сăмахсем каларĕç, парнесем кÿчĕç.