АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Таябинка” — выставкăра

06 марта 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 19—20-мĕшĕсенче Шупашкарта “Çĕр улми-2009” выставка тата “Çĕр улми туса илессине аталантарассин малашлăхĕ” темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ пулнă.

Ăна Чăваш Республикин Президенчĕн “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен” Указне пурнăçласа тата республикăра çулталăкне пĕр миллион тоннăран кая мар “иккĕмĕш çăкăр” туса илессине пурнăçа кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Выставкăна Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров тата ял хуçалăх министрĕ М. В. Игнатьев уçнă. Унта республикăри хуçалăхсен представителĕсемсĕр пуçне Мускав, Хусан, Чул хула, Санкт-Петербург ăсчахĕсемпе çĕр улми çитĕнтермелли тата пухса кĕртмелли техника туса кăларакан заводсен специалисчĕсем, çавăн пекех Голландири, ытти çĕр-шывсенчи “иккĕмĕш çăкăр” туса илекенсем хутшăннă. Иккĕмĕш кунне çĕр улми туса илессине аталантарас ыйтусемпе “çавра сĕтелсем” иртнĕ.

Пирĕн районтан выставкăпа конференцине хăйĕн продукцине тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ тăратнă. Вăл 2004 çулта йĕркеленнĕ, малтанхи çулах “иккĕмĕш çăкăра” 180 гектар çинче лартса тунă. Кунпа пĕрлех 70 гектар тырă акнă. Халĕ “Таябинка” — районти вăйлă аталаннă хуçалăхсенче пĕри. Иртнĕ çул, сăмахран, пĕрлешÿре çĕр улми — 200, тĕш тырăсем 1600 гектар лартса-акса çитĕнтернĕ. “Иккĕмĕш çăкăр” гектартан вăтамран 300-е яхăн, тырă 30-а яхăн центнер пухса кĕртнĕ. Ку хуçалăх опычĕпе паллашма хамăр республикăран кăна мар, Мускавран та темиçе хутчен те килнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика