АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ хистет

06 марта 2009 г.

 

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин, Раççей Перекет тата Ял хуçалăх банкĕсен представителĕсем пирĕн районти хуçалăхсен ертÿçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу йĕркелерĕç.

Унта çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерес, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе туллин усă курас, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас ыйтусене пăхса тухрĕç. ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. П. Димитриев вырăна тухса ирттернĕ канашлăва хутшăннисене çакна пĕлтерчĕ: “Финанс кризисне пăхмасăр патшалăх хуçалăхсене çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме, яла аталантарма укçа-тенкĕ сахал мар уйăрса пулăшать. Ял хуçалăх продукцине туса илессине ÿстерес тата усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе сирĕн те ĕçлемелли чылай”.

Çÿлерех асăннă ыйтусемпе ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров тата “Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Красноармейскинчи станци” патшалăх учрежденийĕн начальникĕ В. Ф. Николаев тухса каларĕç, ыйтусене хуравларĕç. “Хуçалăхсем кĕр тыррисене 3179 гектар акнă, çуртрисем тата 8480 гектар, çĕр улми вара 720 гектар (иртнĕ çул 600 пулнă) йышăнмалла. Хальлĕхе вăрлăхăн 60 проценчĕ кондициллĕ, ăна ака стандартне çитерес тĕлĕшпе “Гигант”, “Таябинка”, “Шатьма” тата ытти хуçалăхсенче 10 бригада тимлет. Минераллă удобренисем кирлин 65 процентне е 850 тонна кÿрсе килнĕ. 212 трактортан 145-шĕ юсавлă. “Красное Сормово”, “Таябинка” хуçалăхсенче вĕсем пурте уя тухма хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем “Новая сила”, “АиКо” хуçалăхсемпе МТСсĕр пуçне пуринче те тивĕçет. Кăçал 9 трактор туянма пăхнă. Пусă çаврăнăшне кĕртмелли çĕрсен виçине ял тăрăхĕсем тăрăх палăртса хунă”, — терĕ Юрий Данилович.

Вăл малалла пĕлтĕр районĕпе утă — 76, сенаж — 107, силос 157 процент е кашни выльăх пуçне 21,3-шер апат единици чухлĕ хатĕрленине асăнчĕ. Ку енĕпе “Восток”, “Красное Сормово” хуçалăхсем — лайăх, янмурçинсем (выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн туянма палăртаççĕ) япăх ĕçленĕ-мĕн. Сĕт туса илессипе “Прогресс”, “Красное Сормово”, “Волит”, “Шатьма” хуçалăхсем аван тимлеççĕ, çав хушăрах “Нива”, “Гигант” хуçалăхсем кăтартусене пĕчĕклетнĕ. Иртнĕ çул мăйракаллă шултра выльăх йышне “Янмурзинăра” уйрăмах чакарнă пулсан, ку енĕпе “Восток”, “Досаево”, “Красное Сормово”, “Шатьма” хуçалăхсем тĕллевлĕ вăй хураççĕ. “Волит” пĕрлешÿн Йĕпремри сĕт-çу ферминче реконструкци ĕçĕсем вĕçленнĕ. Карайра та ĕне сумалли зала туса пĕтермелле.

Виктор Федорович вара выльăх чир-чирĕпе кĕрешес ĕçе планпа йĕркелесе пынине, уртаракан чире тупса палăртманнине, кушкăсем ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли пункт уçма ыйтнине пĕлтерчĕ. Ун патне ку тĕлĕшпе ветслужбăн килти уйрăм хуçалăхсене те пулăшу кÿмелли пирки сĕнÿ пулчĕ.

Канашлура Куçман пурлăх обăекчĕсен кадастрĕн федераллă агенствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин çумĕ — патшалăх çĕр тĕрĕслев пайĕн пуçлăхĕ М. В. Езюков, ЧР патшалăх технадзорĕн тĕп инженер-инспекторĕ — инспекци начальникĕ В. П. Димитриев, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн деканĕ О. Н. Исаев сăмах каларĕç, сĕнÿсем пачĕç. Çавăн пекех унта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен Мăн Шетмĕ, Алманч тата Чатукасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен А. И. Федоровран, В. В. Долговран, Г. В. Михайловран отчетсем итлерĕç.

Канашлăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пычĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика