АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ясли-сад заведующийĕ

06 марта 2009 г.

 

Иртнĕ кунсенче район центрĕнчи “Çеçпĕл” ача-пăча сачĕн заведующийĕ Т. Д. Иванова çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кун ячĕпе ăна ĕçтешĕсем, тус-тăванĕсем ăшшăн саламларĕç.

Район центрĕнчи Гурий Степанов урамĕнче вырнаçнă “Çеçпĕл” ача-пăча сачĕ. Аякранах курăнакан икĕ хутлă çак илемлĕ çурт пепкесен иккĕмĕш килĕ пулса тăнă. Ирхине çичĕ сехет иртсен “ача-пăча хули” вăранать тейĕн. Черетлĕ ĕç кунĕ пуçланнă май ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене çак “хулари” шанчăклă алăсене парса хăварать.

Ача садне мĕн уçнăранпах кунта вăй хуракан Т. Ивановапа унăн ĕçтешĕсене шанаççĕ вĕсем.

...1959 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çуралнă Тамара. Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл, çемьери вунă ачаран çиччĕмĕшĕ пулнă. Ашшĕ, Демьян Никифорович, “Осоавиахимăн” çар училищине пĕтернĕскер, чылай хушă çар комиссариатĕнче тăрăшнă. Виçĕ вăрçа хутшăнма тивнĕ кил хуçине, Аслă Отечественнăй вăрçăран инвалид пулса таврăннă. Амăшĕ, Раиса Самсоновна, ку тăрăхри больницăн бухгалтерĕнче вăй хунă. Хăйсем вĕреннĕ çын пулнăран ачисене те пĕлÿ илнĕ çынсемех тăвассишĕн çуннă вĕсем. Туслă та ĕçчен, ташлама-юрлама юратакан çемьери 7 ывăлпа хĕр аслă пĕлÿ илме пултарнă. Çитменнине Тамара Демьяновнан пиччĕшĕпе шăллĕ штанга çĕклессипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Т. Иванова хăйсен çемйи пирки чылай хушă каласа пама пултарать, 6 наци çыннине пĕрлештерет вăл, кунта чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те, мордвинĕ те, белорусĕ те, латвиецĕ те пур.

Т. Иванова 1980 çулта Янкас каччипе, Георгий Ивановпа, çемье çавăрнă, пирĕн район кинĕ пулса тăнă. Ивановсем чылайранпа ĕнтĕ райцентрти К. Маркс урамĕнче хăйсем çĕкленĕ хăтлă çуртра пурăнаççĕ.

Мăшăрĕ газ уçлакан станцире вăй хурать. Вĕсем ывăлпа хĕр — Андрейпа Аннăна — çитĕнтернĕ.

Пирĕнтен кашнинех шкулта вĕреннĕ çулсенче ÿссен кам пуласси кăсăклантарать. Вăл Тамарăн та çаплах пулнă. Те йышлă çемьере çитĕннĕрен ача-пăчана питех те килĕштернĕ хĕр. Çавăнпах пулĕ ÿссе çитĕнсен çамрăк чухнехи тĕллеве улăштарман, ясли-садра вăй хураканăн профессине суйласа илнĕ. Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлес енĕпе педагогикăлла аслă пĕлÿллĕ вăл.

Тамара Демьяновнапа сăмахлатăн та вăл хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн телейне тупнине асăрхатăн. Çитсе курăр-ха эсир пĕр кун “Çеçпĕл” ача-пăча садне? Сирĕн куçăр умне тÿрех тасалăх, тирпейлĕх тухса тăрать. Ун пек чухне кашни япала хăй вырăнĕнче теççĕ, чăвашсем. Çакă вăл çул çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕн ертÿçи чи малтан хăйĕнчен, унтан хăйне пăхăнса тăракансенчен çирĕп ыйтнинчен килет.

22 çул каялла уçнă райцентрти “Çеçпĕл” садике. Кунта кадрсем улшăнса тăрасси вуçех çук. Пурте асăннă учреждение хута янăранпах тăрăшаççĕ. 19 ĕçчен ăшă кăмăллă, вĕсем пĕр-пĕрне пĕр чĕлхеренех ăнланаççĕ тейĕн. Çапла пулмалла та. Пĕр шухăшлă пулни, пĕр-пĕрне ăнланни çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ те. Халĕ “Çеçпĕлти” 4 ушкăна 88 пепке çÿрет. Вĕсене О. Соколова, О. Вашуркина, О. Иванова, Э. Григорьева, И. Трофимова, Л. Чаховская воспитательсем, Г. Горшкова музыкант пăхса тăраççĕ, выляттараççĕ, вĕрентеççĕ, канăвне йĕркелеççĕ. Ир пуçласа каçчен вĕсем чăн-чăн амăшĕ вырăнĕнчех, çак тапхăрта ачан хуйхи-суйхипе пурăнаççĕ. Кунта календарьти паллă кунсене савăнăçлăн паллă тăваççĕ, чылай мероприятисене ашшĕ-амăшĕсене йыхравлаççĕ. Паян ясли-сада çÿрес текенсем чылайăн, унта лекес текенсен вара черет кĕтме тивет. Çуллен çак учреждение 15-—18 ача хутшăнать. “Çеçпĕлтен” тухакан ушкăнти ачасемпе ашшĕ-амăшĕ те, педагогсем те кăмăллă. Пур енлĕн аталаннă пепкесем шкул сакки çине ларсан хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. Çак сăмахсем “Çеçпĕл” коллективне тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Юлашки çулсенче “çеçпĕлсем” тĕрлĕ йышши конкурс-тупăшусене хутшăнса вĕсенче çĕнтерме, хăйсем çинчен ырă ят хăварма пултарчĕç. Акă 2000 çулта коллектив Чăваш енте йĕркеленĕ “Чи лайăх ача сачĕ” конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тепĕр икĕ çултан вара “Сывлăх илме — ача садне” ятлă республикăри тупăшура пирĕннисем иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Халĕ кирек епле отрасльте те çĕннине, хальхи вăхăт ыйтаканнине ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Ку приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проекчĕ вăя кĕме тытăнсан çак отрасльте татах та палăрчĕ. Икĕ çул каялла “Çеçпĕл” коллективĕ нацин “Вĕрентÿ” инновациллĕ программине ĕçе кĕртес тĕлĕшпе республикăри конкурсра çĕнтерсе 200 пин тенкĕлĕх Чăваш Ен Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Мĕн пур укçа-тенкĕне вĕрентÿ учрежденийĕн пурлăх никĕсне çирĕплетнĕ çĕре янă.

“Çеçпĕлĕн” ячĕ таврана саланчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, воспитани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхĕсемпе паллашма Трак енри, унăн тулашĕнчи садик коллективĕсем тăтăшах килсе каяççĕ. Ача-пăча сачĕн заведующине Т. Иванована ку ыйтупа тĕрлĕрен семинарсенче, йăлана кĕнĕ учительсен çулленхи августри канашлăвĕсенче тăтăшах сăмах параççĕ. Ĕçтешĕсем умĕнче каласа памалли пурах вара Тамара Демьяновнан.

50 çул... Нумай-и вăл е сахал? Эпĕ ăна сехет йĕпписем кăнтăрлахи вăхăт кăтартнипе танлаштаратăп. Нумай тĕллевĕсем Тамара Демьяновнан юратнă ĕçĕнче. Апла пулсан сехет йĕпписем малалла шаккаччăр, мĕн палăртнисем пурнăçланччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика