06 марта 2009 г.
Нарăс уйăхĕн 24—25-мĕшĕсенче район пуçлăхĕ С. А. Николаев патĕнче 2009 çулта ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин калăпăшĕн кăтартăвĕсене пăхса тухассине йĕркеленĕ. Унта районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăннă. Кашни хуçалăх ертÿçипе специалисчĕсенчен иртнĕ çулталăка мĕнле вĕçлени пирки отчетсем итленĕ, 2009 çулта ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин калăпăшне палăртнă, кашни хуçалăх уйрăммăн район администрацийĕпе çыхăнса ĕçлемелли килĕшÿсене алă пуснă.
Пĕрремĕш кунне “Нива”, “Караево”, “Досаево”, “Красное Сормово”, “Гигант”, “Янмурзино”, “Колос”, “Шатьма”, “Прогресс” хуçалăхсемпе Васильева ХФХĕн ертÿçисемпе специалисчĕсене итленĕ, ĕç-хĕлне хак панă. “Нивăра”, акă, пĕлтĕр ял хуçалăх продукцине пĕтĕмпе 17 миллион ытла тенкĕлĕх сутнă, 1938 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ, уйăхри вăтам ĕç укçи 5317 тенкĕпе танлашнă. Анчах кĕçĕншетмĕсен лайăхрах ĕçлеме те майсем пур. Кăçалхи январь—февраль уйăхĕсенче кунта, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, ĕнесен продуктивлăхĕ чакнă. Акмалли вăрлăха çĕнетесси пирки те шухăшламалла.
“Караево” хуçалăхран комисси членĕсем умĕнче В. Платонов председательпе пĕрлех тĕп специалистсем те — бухгалтер, зоотехник, инженер та тухса каланă. Вĕсем кăçал пресс-подборщик туянасси, Кÿлхĕрри ферминчи ĕнесем сумалли зала туса пĕтересси çинчен пĕлтернĕ, туса илекен выльăх апачĕн хăйхаклăхĕ пысăкки пирки чарăнса тăнă. Карайсен çавна май 1 килограмм сĕт илме районăн вăтам кăтартăвĕнчен 1 тенкĕ те 50 пус ытларах е 9 тенкĕ те 50 пус расхутланать. Председатель çĕр улми лаптăкне 100 гектара çитерме, унăн вăрлăхне çĕнетсе улăштарма сăмах панă.
“Досаево” хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ каланă тăрăх, кунта производствăна аталантарма патшалăхран укçа-тенкĕ пулăшăвĕ сахалтарах илеççĕ-ха. Çакă ĕнесен продуктивлăхĕ пĕчĕкреххипе çыхăннă. Сăмахран, çулталăк хушшинче ĕне пуçне 3700 килограмран ытларах сĕт илекен хуçалăхсене 1 ĕнешĕн 3100 тенкĕ субсиди параççĕ. Тусайсем ку енĕпе кăтартусене пысăклатсан, 403 пин тенкĕ хушма укçа илме пултараççĕ.
“Красное СормовоРА” вара çакăншăн пĕлтĕр кассăна самаях пысăк укçа пырса кĕнĕ: çур миллион тенкĕне яхăн. Яманаксем çур акине тухма та хатĕр: техника юсавлă, минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ.
“Гигант” хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ В. Кондратьева пĕлтĕрхи ĕç итогĕсемпе паллаштарнă. Алманчсем, ав, 8950 пин тенкĕлĕх продукци илнĕ, услам 181 пин тенкĕ пулнă. Патшалăхран хуçалăх 1314 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Çур акине хатĕрленессипе тимлеççĕ халĕ кунта. Вăрлăха 100 проценчĕпех кондицине лартнă. Хуçалăхра тĕш тырă туса илессипе унччен тунă ÿсĕмсене каялла тавăрассипе те тимлĕрех вăй хумалла.
ВасильевА ХФХнче кăçал тĕш тырăна технологине çирĕп пăхăнса акса хăварма шантараççĕ. Вĕсемех “Прогресс” пĕрлешÿ кăтартăвĕсене те лайăхлатасшăн.
“Янмурзино” хуçалăхран комисси членĕсем умĕнче 4-ăн тухса каланă. И. Александров ферма заведующийĕ, акă, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем лайăхланасса, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ хушăнасса шантарнă. Э. Петров председатель те вĕсен хисепне 260 пуçа, çав шутра сăвакан ĕнесенне 100 пуçа çитерме, ăратлă выльăх 50 пуç туянма, Кĕрекаç фермине кăçал хута яма сăмах панă.
“Шатьма” пĕрлешĕвĕн ертÿçисем — ашшĕпе ывăлĕ — Герман Геннадьевичпа Владислав Германович Васильевсем. Пĕчĕк çак хуçалăх çеç иртнĕ çул 555 пин тенкĕлĕх таса тупăш илме пултарнă. Тĕллевĕсем татах та пысăкрах вĕсен: кăçал тепĕр ферма туса пĕтерсе ĕçе кĕртесшĕн.
“Колосра” (ертÿçи — В. Ермаков) пĕлтĕр 1093 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Кунта тĕш тырăсен лаптăкне ÿстерме пăхаççĕ, çĕнĕ “Беларусь” трактор туянма та пулнă.
Иккĕмĕш кунĕнче комисси членĕсем районти ытти хуçалăхсен яваплă çыннисем иртнĕ çулхи ĕç-пуç пирки каласа панине итленĕ. Акă, “Востокра” 1 килограмм сĕт хăй хаклăхĕ пĕлтĕр 10 тенкĕрен те иртнĕ. Ку, чăн та, хуçалăхра çуллахи вăхăтра электричество токĕ çапнипе сăвакан 12 ĕне вилнипе тата сăвăм пĕчĕккипе çыхăннă. Кăçал кунта сăвакан ĕнесен йышне 60 пуçа çитересшĕн, патшалăх пулăшăвне илме тытăнасшăн. Шывпуçчуракассисем халĕ вăрлăх аллаççĕ, ăна тата 10 тонна туянасшăн та.
“Волит” пĕрлешÿре сăвакан ĕнесем 80 пуç усраççĕ. Вĕсен йышне ăратлă выльăх туяннипе татах ÿстерме ĕмĕтленеççĕ.
Шумилов ХФХĕнче пĕлтĕр тĕш тырă 65 гектар акса хăварнă, кашни гектартан вăтамран 20,2 центнер илнĕ. Çĕр улми 8 гектар çинчен 168 тонна пухса кĕртнĕ. Купăста 2 гектартан 57 тонна çитĕнтернĕ. Хăйсен тăрăхĕнчи электричество подстанцийĕн хăватне пысăклатсан, выльăх-чĕрлĕх енĕпе те ĕçлеме палăртаççĕ.
Тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма” пĔрлешÿ выльăх-чĕрлĕхрен тата çĕртен илекен продукци сутса районти хуçалăхсенчен чи нумай укçа илнĕ, тĕрĕсрех, 37315 пин тенкĕ. Вăрлăх хатĕрлекен хуçалăх пулнă май, вĕсен 100-шер тонна урпапа çĕр улми вăрлăхĕ сутмалăх та пур. Çĕр улми комбайнĕ, пысăк хăватлă трактор илме палăртаççĕ. “Пĕрлешÿ Чатукасси тăрăхĕнчи 200-е яхăн гектар çĕре кăçалтан пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн”, — тенĕ А. Афанасьев ертÿçĕ.
“Бахча” пĕрлешÿре 2008 çулта “иккĕмĕш çăкăра” гектар пуçне 322-шер центнер алла илнĕ. Кăçал вара унăн лаптăкне 100 гектартан та ирттересшĕн. Ăна пухса кĕртмелли комбайн туянасшăн.
“РассветРА” ĕне выльăх йышне 100 пуçа çитернĕ. Кăçал агротехникăна пăхăнса ĕçлесе тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пăхаççĕ кунта.
Комисси членĕсем Волков ХФХĕнче ĕç-пуçа татăклăн лайăхлатма çине тăмаллине палăртса хăварнă.
Николаев уйрăм предприниматель ларура иртнĕ çул гектар пуçне 30-шар центнер ытла тĕш тырă илнине каланă. Кунпа пĕрлех вĕсене Янкасра тăрăллă ангар уйăрса панă.
“Заря” хуçалăха Н. Петров ертсе пырать. Николай Васильевич хăйсен ĕç кăтарăвĕсемпе кăмăллă, пĕлтĕр, ав, 467 пин тенкĕлĕх продукци, 122 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ.
Артемьев ХФХĕнче çĕр улмине туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологипе усă курма пăхнине каласа хăварнă.
МТСра пĕлтĕр 250 гектар çĕре сухаласа хăварнă, çав шутран 105 гектар çине кĕр тыррисем акса хăварнă. Ытти лаптăкра вара шур утран тасатмасăрах вăрлăха тăпрана варăнтарнă — тухăç унта пĕчĕк пуласси куçкĕретех.
ПĔтĔмлетсе Çапла калама пулать. Районти 22 ял хуçалăх предприятийĕ пĕлтĕр 23502 пин тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ (виçĕм çул 16023 пин тенкĕ пулнă). Пĕр “Восток” хуçалăх çеç (сăлтавĕсене палăртрăмăр ĕнтĕ) çулталăка тăкакпа вĕçленĕ. 2008 çулта хуçалăхсене çавăн пекех патшалăх 18614 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Хуçалăхсенче, районĕпе илсен, 1 çын пуçне 305 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ (2007 çулта — 198 пинлĕх) — ку кăтарту чи пысăкки — “Красное Сормовора” — 680 пин тенкĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 4806 тенкĕпе танлашнă (унчченхи çул вăл 3162 тенкĕ пулнă). Çак кăтарту иртнĕ çул “Колосра” 6056 тенкĕпе танлашнă, иккĕмĕшĕнче — “Нива”, маларах асăнтăмăр — 5317 тенкĕ, виççĕмĕшĕнче — “Караево” — 5247 тенкĕ.
Паян районĕпе кашни ĕнерен талăкра вăтамран 10,6 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку тĕлĕшпе “Красное Сормово” (16,0, пĕлтĕрхинчен 2,2 килограмм нумайрах), “Волит” (13,7 е унчченхи çулхинчен 4,3 килограмм ытларах) лайăхрах вăй хураççĕ.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче район çыннисем умĕнче пысăк задачăсем тăраççĕ: ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырă — 25 пин, (иртнĕ çул — 20683), çĕр улми — 16 пин (пĕлтĕр — 15144), сĕт — 6 пин (2008 çулта — 5727), аш-какай 1045 (иртнĕ çул — 1019) туса илмелле, ĕне выльăх йышне 4065 пуçа (2008 çулта 3827 пулнă), сăвакан ĕнесенне 1510 пуçа (пĕлтĕр — 1430) çитермелле. Апла пулсан пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене шута илнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă хыççăн районти хуçалăхсен пуласлăхĕпе малашлăхĕ пурри куç умĕнчех.