АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каратистсем çитĕнÿпе таврăнчĕç

06 марта 2009 г.

 

Шупашкарта каратэ енĕпе республикăра иртнĕ чемпионатра мала тухассишĕн пирĕн районти Леонид Артемьев тренерăн вĕренекенĕсем те палăрнă, медальсемпе таврăннă. Унта Мари Эл тата Удмурт Республикисен, çавăн пекех Самар облаçĕн спортсменĕсем хутшăннă.

Уйрăмах Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта вĕренекен Алексей Васильев пысăк çитĕнÿсем тунă. Вăл 16—17 çулхи çамрăксем хушшинче — ката кумитэ тата арçынсен йышĕнче уйрăммăн, командăсен шутĕнче кумитэ енĕпе кĕрешсе тăватă кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Алексейпа пĕрле республикăри пĕрлештернĕ командăра кумитэ енĕпе Л. Артемьевăн тепĕр вĕренекенĕ Сергей Никандров вăй виçнĕ.

Аслăрах юлташĕсенчен çамрăкрах каратистсем те тăрса юлман. Акă, çÿлерех асăннă шкулти улттăмĕш класра вĕренекен 12—13 çулхи çамрăксем хушшинче кумитэ енĕпе Стас Фирсов — виççĕмĕш, пиллĕкмĕш класри Кирилл Арсентьев 11 çулхи ачасен йышĕнче ката енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика