АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Светлана Асамат юрăç-сăвăç — районта

06 марта 2009 г.

 

Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш ялĕпе çыхăннă. Светлана Васильевна Канашри педучилищĕре, республикăри Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ.

С. Асамат — республикăри çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ тата ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ. Çавăн пекех Раççей Писателĕсен тата Раççей Журналисчĕсен Союзĕсен членĕ.

Пĕр кун районти историпе краеведени халăх музейне çынсем йышлăн пухăнчĕç. Çав йышра ытларах шкул ачисем — Трак гимназийĕн саккăрмĕш класĕнче вĕренекенсем. Вĕсем кашниех Светлана Асамат юрăç-сăвăçпа курнăçма тата унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă куравпа паллашма килнĕ. Унччен ку курав Канаш хулинче тата Муркашра пулнă.

Курав экспонатсенчен питĕ пуян. Малтанах кунта Светлана Васильевнан ачалăхĕпе, çамрăклăхĕпе, творчествăри пултарулăхĕпе паллашма пулать.

С. Асамат творчество лаççине Канашри педучилищĕре вĕреннĕ чухне кÿлĕннĕ, чăн малтанах вырăсла сăвăсем çырнă. Каярахпа вара чăвашла çырма пуçланă. Хальлĕхе вунă кĕнекене вулакансем патне çитернĕ вăл. Çав шутран чăвашла — улттă, вырăсла — тăваттă.

Светлана Васильевна Муркаш районĕнчи шкулта, чăваш халăх хорĕнче, чăваш телевиденийĕнче ĕçленĕ. Паян республикăри наци музейĕнче вăй хурать.

Красноармейскинчи музейре пулнă чух пухăннисене хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки питĕ интереслĕ каласа пачĕ. Хăй республикăри творчество коллективĕсемпе пĕрле Германире, Бельгире, Францире, Венгрире, Египетра, Балтика тинĕсĕ хĕрринчи тата ытти çĕр-шывсене çитсе курни çинчен пĕлтерчĕ.

— Тепĕр хут килме йыхравласан эпĕ хаваспах сирĕн тăрăха çитсе курăп, — терĕ Светлана Васильевна Смирнова (Асамат) юрăç-çыравçă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика