АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв ячĕпе, Наçтуç!

06 марта 2009 г.

 

Михалч мĕн ĕçленине эп малтанах ăнланаймарăм. Каç кÿлĕм картиш варрине çунашка лартнă та, йывăç кĕреçепе ун çине пикенсех юр тиет. “Вăй патăр!” — терĕм эп. “Ăхă”, — терĕ вăл. Ку мана: “Чăрмантарса çÿретĕн çав”, — тенĕ пекех илтĕнчĕ.

Кун ăшă енне кайни таçтан та паллă. Хĕвел питтинчи çурт тăррисем пăр тумламĕсене шăкăрин çакса тухнă.

Михалч ĕçлерĕ. Юр çав-çавах лапка-лапка çурĕ. Юр купи те ÿснĕ çемĕн ÿссе пычĕ, Михалч ăна шыв сапа-сапа хытарчĕ. Унран...унран чалăш çÿллĕш çын кĕлетки ăсталарĕ.

Ку çеç те мар-ха. Унăн куçĕсене турĕ. Сăмси айне хура тир татăкĕ çыпăçтарчĕ. Аллине мунча милĕкĕ тыттарчĕ, ăна хĕрлĕ хут татăкĕнчен тунă чечек çуначĕсемпе капăрлатрĕ. “Чăн-чăн чечек çыххи!” — шухăшларĕ вăл.

Картишне каç сĕмĕ хупларĕ. Михалч юр кĕлеткене хăйсенчен кăшт чалăш пурăнакан Наçтуçăн урам алăкĕ умне кайса лартрĕ. “Уяв ячĕпе, Наçтуç!” — пăшăлтатрĕ, çутă курăнакан кантăк çине ăшшăн пăхса.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика