06 марта 2009 г.
Ыран райцентрти 15-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Зинаида Георгиевна Овчинникова хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Сăмахăм — ун çинчен.
З. Г. Овчинникова хамăр районти Хĕлеç ялĕнче 1954 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче çуралнă. Красноармейскинчи вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вăл ĕç биографине библиотекарьтен пуçланă: Янкас шкулĕн вулавăшне ĕçе вырнаçнă.
Ашшĕ, Георгий Ефимович Томасов, районти банк ертÿçинче тата Красноармейскинчи вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕскер, ачисене вĕрентесшĕнех пулнă. Вĕсем амăшĕн, Ирина Васильевнан, “Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм” сăмахĕсене куллен асра тытнă. Зинăн аппăшĕсем те — Нина, Валя, Галя, пиччĕшĕ Коля кĕçĕннине хавхалантарса пынă. 1973 çулта Зина Хусанти фармацевтика училищине вĕренме кĕрет. Ун чухне хĕре эмелсем хатĕрлесси, вĕсене упрасси тата чирлисене парасси çинчен вĕрентекен наука илĕртнех пулас. Алла диплом илсен 1975 çулта вăл республикăри психиатри больници çумĕнчи аптекăна ассистент пулса вырнаçать. Кунта виçĕ çул вăй хурать.
З. Овчинникован малашнехи кун-çулĕ хамăр тăрăхпа çыхăннă. 1978 çулта ăна райцентрти 15-мĕш номерлĕ аптекăна ĕçе илеççĕ, тепĕр икĕ çултан аптека заведующийĕн çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. Зинаида Георгиевна ĕçленĕ хушăрах Пермьри фармацевтика институтне кÿртĕм майпа вĕренсе пĕтерет. 1983 çултанпа вăл аптека коллективне ертсе пырать. Çак тапхăрта ырă улшăнусем сахал мар пулса иртрĕç. 1992 çулта аптекăн çĕнĕ çурчĕ хута кайрĕ. Карайри аптека çуртне çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла турĕç. Çакăнта З. Овчинникован тÿпи те сахал мар.
Сăпайлă, кăмăллă, ватăпа ватă, çамрăкпа çамрăк пек Зинаида Георгиевна. Вăл яланах çынна итлеме пĕлет.
Паян эпир райцентрти аптекăра 11-ĕн вăй хуратпăр. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлени мĕн палăртнине пурнăçлама пулăшать те. Чыслă ĕçшĕн аслă категориллĕ провизора ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин, республикăри “Фармация” патшалăх унитари предприятийĕн хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе пĕр хутчен çеç мар чысланă.
Вĕсем мăшăрĕпе, В. Овчинниковпа, икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Наташăпа Оксана та аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Икĕ мăнук çитĕнет Овчинниковсен.
Хамăрăн ертÿçĕне çак паллă кун ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Зинаида Георгиевна, сирĕн пурнăçăр малашне те çурхи хĕвел пек çутă, кĕрхи кун пек пуян пултăр, çемьере иксĕлми татулăхпа юрату хуçаланччăр.