АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ тивĕçлĕ вырăнта пулмалла

03 марта 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта, К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче хамăр ентеш — чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа литература каçĕ иртрĕ.

Ăна “Трак ен” ентешлĕхпе республикăри профессилле çыравçăсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ. Каçа Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер уçса йĕркелесе пычĕ. Вăл ентеш-лирикăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Пиччĕшĕ пирки аса илнĕ май, Янкас ялĕнче пурăнакан Г. К. Кириллов вара нумай çĕннине пĕлтерчĕ. Нестер Янкасăн ячĕ тивĕçлĕ вырăнта пулмаллине каçра çавăн пекех район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов та палăртрĕ. Николай Илларионович кунпа пĕрлех хамăрăн тепĕр ентеше — Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă, халĕ “Дорисс” уçă акционер пĕрлешĕвĕнчи хаçат редакторĕнче вăй хуракан А. В. Яковлева 2008 çулшăн районти Н. Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнине çирĕплетекен диплом пачĕ.

Унтан халăх пултарулăхĕн Красноармейскинчи çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ пухăннисене юрă-кĕвĕ парнелерĕ. Н. Янкас пултарулăхне сума сăвакансене каçра çавăн пекех районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн поэт-лирик çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă номерне валеçсе пачĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика