АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тăван Львовсен призĕсемшĕн

03 марта 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта, К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче хамăр ентеш — чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа литература каçĕ иртрĕ.

“Ку ăмăртăва пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитнине халаллатпăр. Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет, ку каламасăрах паллă. Хальхи вăхăтра кун пек уявсем ял халăхне питех те кирлĕ”, — терĕ спорт уявне уçнă май Алексей Львов.

Уява тĕплĕн хатĕрленнĕ, вăл ял çумĕнчи тÿпемре иртрĕ. Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче çанталăкĕ те аван тăчĕ. Таврара вырăс, чăваш юррисем янăраççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене вĕри чейпе хăналаççĕ.

“Красное Сормово” хуçалăх ертÿçи С. Иванов хăнасене ăнăçлă стартсем сунчĕ, уяв хыççăн столовăйне вĕри шÿрпе çиме чĕнчĕ.

Ăмăртăва тĕрлĕ ушкăнри йĕлтĕрçĕсем хутшăнчĕç. Карайсем, кĕçĕншетмĕсем, красноармейскисем, пикшиксем, мăншетмĕсем пысăк активлăхпа палăрчĕç. Спорт ветеранĕсем — Çеçмерти П. Шумилов, газ уçлакан Заволжски станцире тĕп бухгалтерта вăй хунă М. Семенова, Яманакри З. Иванова çамрăксене хавхалантарса тăчĕç.

Малти вырăнсене йышăннисене дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

Ăмăрту-уяв вĕçленсен ял халăхĕ, спортсменсем пĕр тăван Львовсемпе “Красное Сормово” ООО ертÿçине С. Иванова çакăн пек савăнăçлă кану йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика