03 марта 2009 г.
Февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин районсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсенче ĕçсĕр граждансем валли ĕç тата вĕренÿ вырăнĕсен — вакансисен ярмарки иртрĕ. Çавăн пек мероприяти пирĕн патшалăх учрежденийĕнче те йĕркелерĕç. Унăн специалисчĕсем ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва кура пухăннисене ĕçлев законодательствин ыйтăвĕсемпе консультацисем пачĕç.
Вакансисен ярмарки патшалăх учрежденийĕн информаци залĕнче иртрĕ. Унта ĕçсĕр тесе регистрациленĕ 40-е яхăн çын хутшăнчĕ. Чи малтанах вĕсем умĕнче “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕн директорĕ И. Козлов тухса калаçрĕ. “Паян ĕç рынокĕнчи лару-тăру çăмăл мар, — терĕ Иван Михайлович. — Чăваш Республикипе илсен иртнĕ январь уйăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центрсене ĕç шыраса 6,2 пин çын пынă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 86,2 процент нумайрах. Республикăри организацисенчен ĕçрен хăтарнисем, вăл шутран хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем 44,2-рен 51,9 процента çити, организацисене пĕтернипе е штатсене, ĕçлекенсен хисепне чакарнипе 8,6-ран 12,5 процента çити ÿснĕ. Çапла вара кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуласемпе районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче 14792 ĕçсĕр çын учетра тăнă”.
Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру еплерех-ха? Январь-февраль уйăхĕсенче ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕçсĕр 180 çын пынă, вĕсенчен 11-шĕ штата чакарнипе ĕçрен хăтарнисем. Паянхи куна Трак енри 2 предприяти кунта вăй хуракансен йышне чакарасси пирки пĕлтернĕ, “Красноармейскинчи “Сельхозхими” предприяти тулли мар ĕç эрни çине куçасси пирки хыпарланă. Халĕ ĕçсĕррисен хисепĕ 232 çынпа танлашать.
Вакансисен хисепĕ питĕ хăвăрт чакать. Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе 70 ваканси пулнă пулсан, халĕ 11 ĕç вырăнĕ кăна юлнă. Паян район администрацине çамрăксем енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист, “Таябинка” Агрофирмăна” водительпе юрист, Карайри кану центрне директор, райпона виçĕ сутуçăпа повар, “Чесла” предприятине газосварщикпа çĕвĕçĕ кирлĕ.
Ĕç рынокĕнчи лару-тăру çивĕчлĕхне чакарассишĕн республика Правительстви Чăваш Енти ĕçсĕр çынсене 2009 çулта хушма пулăшу парас шутпа республикăри тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Çавна май асăннă программăпа килĕшÿллĕн федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăракан субсидисен шучĕпе ĕçрен хăтарма палăртакан çынсене профессиллĕ вĕрентÿ парасси; ĕçсĕр тата ĕç шыракан çынсене, кунта шкулсенчен вĕренсе тухакансене те кĕртмелле, обществăлла тата вăхăтлăх ĕçсене вырнаçтарасси; граждансене адреслă пулăшу парасси; ĕçсĕррисене уйрăм ĕç пуçлама (оборудовани, инструментсем туянма) субсиди уйăрасси тĕп вырăна тухса тăрать.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр асăннă программа çумне тата 453 вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркелесси çинчен сĕнÿсем хатĕрлерĕ. Кăçал 584 çынна обществăлла ĕçе яма пăхаççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 4,3 хут нумайрах. Кунсăр пуçне 2009 çулта вакансисен 3 ярмаркине йĕркелеме, 1730 çынна профориентаци, 40 çынна психологи пулăшăвĕ пама, 40 çынна квалификаци ÿстерме пулăшма, çул çитмен 14—18 çулсенчи (314 ачаран кая мар) ачасене вĕренÿрен пушă чух вăхăтлăх ĕç тупса пама, 20 çынна семинарсене хутшăнтармашкăн, 3 çынна уйрăм ĕç пуçламашкăн документсем хатĕрлеме тата оборудовани туянмашкăн пулăшма палăртатпăр.
Вакансисен ярмаркине хутшăннисем пособисен виçи, обществăлла тата вăхăтлăх ĕçсене хутшăнасси, квалификацие ÿстересси, курссенче вĕренесси пирки ыйтса пĕлчĕç. Вĕсем çине ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан специалисчĕ Н. Вишнеева тулли хурав пачĕ.
Вакансисен ярмаркинче ĕçсĕр тесе регистрациленĕ 5 çын направленипе ĕç вырăнĕ тупрĕ.