АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă квалификациллĕ педагог

03 марта 2009 г.

 

Юлашки çулсенче çĕр чăмăрĕ хăй тĕнĕлĕ çинче хăвăртрах çаврăнма тытăнчĕ-ши е сехетĕмĕрсем тĕнче юхăмĕнчен юласшăн мар-ши — вăхăт ĕрĕхет кăна. Анчах эрне пуçланнăччĕ, пăхăсăн — вăл вĕçленчĕ те...

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кăштах сывлăш çавăрса яма май пурришĕн савăннăччĕ-ха Юлия Егоровна. Ара, алăра класс та, патшалăх экзаменĕпе тухакан ушкăнсем те çук-çке. Анчах шкул пурнăçĕ хăй юххипех шăвать: пĕр педагогĕ пĕлĕвне ÿстермелли курса кайнă, тепри чирлесе ÿкнĕ. Шанчăклă учительницăна вара вăхăтлăха та пулин класс ертÿçи вырăнне сĕнеççĕ. Педагогăн ахаль те ĕçĕ нумай: мĕн пур урока календарьпе тематика планĕпе килĕшÿллĕн йĕркелемелле, вĕсене интернетри “Het шкул” (компьютерпа усă курса) журналне вăхăтра лартмалла, вĕренекенсене харпăр хăй предмечĕпе тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнтармалла, ачасен вĕренĕвне тĕрĕслесе мониторинг йĕркелемелле, шкулпа класра е районта иртекен мероприятисенче лайăх тĕслĕх кăтартмалла... Класс ертÿçин вара ĕçĕ-хĕлĕ тата та нумайрах.

Килте вара виçĕ ывăлпа мăшăр, пысăк хуçалăх. Алеша, Володя тата Евгений ашшĕ-амăш килне сайра-хутра, вăхăт пур чух, килкелеççĕ: пĕри службăра, ыттисем вĕренеççĕ. Анатолий Андреевичăн та яваплă ĕç — “Волготрансгаз” тытăмĕнче ĕçлет. Апла пулсан, хуçалăхри чылай ĕç кил хуçи арăмĕ çине тиенет.

Ю. Е. Кузьмина — аслă квалификациллĕ учитель. Чăваш чĕлхипе литературине тĕрлĕ мелпе: тĕревлĕ сигнал, схема-блок, таблицăсемпе, тест тата творчество заданийĕсемпе, мультимеди презентацийĕпе анлăн усă курать. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, П. Хусанкай, Юрий Сементер, Яков Ухсай тата ытти паллă çыравçăсен пултарулăхĕпе мультимеди паллаштарăвĕсем хатĕрленĕ. Ю. Егоровна — ăста педагог. Вăл республикăри учительсем, Тутарстанри Теччĕри педучилищĕри педагогсем, Пушкăрт Республикинчи вĕрентекенсем валли мастер-класс кăтартнă.

Вăл ĕçлекен классенче ачасем аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, чылайăшĕ хăйсем килĕштернĕ предметпа тĕрлĕ олимпиадăсемпе конференцисенче республикăра та çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Акă, юлашки 3—4 çул хушшинче Э. Ефимова “Екселсиор” наукăпа тĕпчев конференцийĕнче Чăвашра пĕрремĕш, И. Александрова виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Т. Степанова иртнĕ вĕренÿ (2007Ĕ2008) çулĕнче республикăри чăваш чĕлхин олимпиадинче çĕнтерчĕ. С. Степанова, И. Васильева, М. Николаева, Н. Чаховская, Е. Журавлева тата Т. Степанова районта ку енĕпе 1—3 вырăнсене йышăннăччĕ. Вĕсемех наукăпа тĕпчев конференцийĕнче палăрнă. Ю. Кузьмина ертсе пынă класс шкулти ăмăртура та яланах малти ретре пулнă, ырă тĕслĕх кăтартнă. Шкулти чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕ 1998 çулта Чăваш Республикинче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Асăннă класс республикăри ачасен пултарулăхĕн “Эткер” пĕрлешĕвĕпе ЧР Вĕрентÿ министерстви йĕркеленĕ тĕрлĕ конкурссенче Дипломсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Çак кунсенче эпир пĕрле вăй хуракан ĕçтешĕмĕр Ю. Е. Кузьмина хăйĕн паллă кунне — çуралнăранпа 55 çул çитнине паллă тăвать. Ăна Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче тăрăшакан педагогсемпе ытти ĕçченсем çирĕп сывлăхпа телей, ăнăçупа вăрăм кун-çул сунаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика