03 марта 2009 г.
2009 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ А. Г. Николаев генерал-майор çуралнăранпа 80 çул тултарать.
Чăваш халăхĕ космонавтикăн ĕмĕр манми историне кĕрсе юлнăшăн тивĕçлипе мухтанать тата пирвайхи космонавтсен паттăрла ĕçĕсене типтерлĕн асра упрать. Андриян Николаевăн тĕлĕнмелле шăпи ентешĕсене çеç мар, ăна пĕлнĕ çынсене, космос историйĕпе интересленекенсене хумхантарать.
2004 çулта истори наукисен докторĕ Ю. С. Устинов генерал-майор “Космонавт № 3 Андриян Николаев” ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Вăл 1000 экземплярпа тухрĕ, вулакансем хушшинче хăвăрт сарăлса пĕтрĕ. Асăннă кĕнеке çак паллă çыннăн пурнăç çулĕ çинчен каласа парать, унта Андриян Николаевичăн, унăн тусĕсен — космонавтсен архивĕсенчен илнĕ нумай сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарнă. Вăл калаçать, кулать, шутлать, ыйтусем çине хуравлать, мăнукне çупăрлать.
Паллă ентешĕн Андриян Николаевăн ят-сумне сыхласа хăварасси пирĕншĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ, ку вăл чăваш халăх историйĕ умĕнчи пирĕн тивĕç.
А. Г. Николаевăн юбилейĕ çывхарнă май илемлĕ çак кĕнекене тепĕр хут пичетлесе кăларни пысăк пĕлтерĕшлĕ, унта çĕнĕ сăн ÿкерчĕксем, “Халăх асĕнче” çĕнĕ пай хушмалла.
Эпир килти архивсенче виççĕмĕш космонавтăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă интереслĕ материалсем тытакан çемьесене асăннă кĕнекене кăларнă çĕре хутшăнма чĕнсе калатпăр, документсене ЧР Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министерствине тăратма ыйтатпăр. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17. Тел. факс: (8352) 62-10-03 (сектор книгоиздания и полиграфии), е-mail:culture46@cap.ru
Паян кĕнеке пичетлесе кăларма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çавăнпа та пирĕн паллă ентеш пирки кăларма палăртакан çĕнĕ кĕнеке валли хăй тÿпине хывакана чун-чĕререн тав тунă пулăттăмăр. Ăна “Центр пропаганды” издательствăра пичетлесе кăлармалла.
Адрес: 129515, г. Москва, ул. Академика Королева, д. 13, корп. 1.
Телефон 8-499-271-60-35
Платежные реквизиты:
ИНН 7717565007 КПП 771701001
РĔС 40702810301210001239 В ФИЛИАЛЕ ОАО АКБ “ЮГРА” в г. Москва
БИК 044579237
КĔС 30101810200000000237
ОГРН 5067746032206
ОКПО 96575403 ОКВЭД 22.1
ОКАТО 45280572000 ОКОПФ 65 ОКОГУ 49013
ОКФС 16 ОКТМО 45358000
Поручени çине çапла çырмалла: “На переиздание книги с дополнением “Космонавт № 3 Андриян Николев”.