АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем хамăртанах тĕслĕх илеççĕ вĕт

03 марта 2009 г.

 

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта çул çитменнисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен ĕçĕсене пăхса тухрĕç.

Ачасем çитĕннисенчен, ытларах чухне, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. “Улми йывăççинчен аякка ÿкмест” тени те ку чухне питĕ вырăнлă тата тĕрĕс. Ыррине курсан, ачасем ырă чунлă, тĕрĕс пурăнма вĕренсе çитĕнеççĕ. Килте урăлма пĕлмен ашшĕ-амăшне курни вара вĕсен çамрăк чĕринче вĕчĕрхенÿлĕх, курайманлăх çуратать. Çакнашкал çемьесенче ÿсекен ачасем чылай чухне пĕчĕклех йĕрке пăсас çул çине тăраççĕ. Шкулăн тата общественноçăн чи пирвайхи тивĕçĕсенчен пĕри — вĕсене çак утăма тăвасран асăрхаттарасси.

Ларура пулнă май, пуçа ку шухăшсем тепĕр хут пычĕç. Ара, ачасем, татах палăртатăп, хамăртанах тĕслĕх илеççĕ вĕт. Акă, пирĕн умра — пĕр çамрăк, техникумра вĕренет, унччен йĕрке пăсманскер, Шупашкарта хулиганла пĕчĕк ĕç тунă — обществăлла вырăнта киревсĕр сăмахсемпе кăшкăрашнă. Хăйĕн йăнăшне туйса илчĕ-ши, комисси членĕсем, Н. И. Антонов председатель вĕрентсе каланине пуçа чикрĕ-ши вăл? Йĕрке пăсрăн-тăк, явапне те тытма пĕлес пулать çав. Студентăн хăйĕн киревсĕр ĕçĕшĕн халь 500 тенкĕ штраф тÿлемелле килсе тухрĕ, ашшĕ-амăшне те асăрхаттарса хăварчĕç.

Ку хĕрарăм вара пирĕн тăрăха инçетрен куçса килнĕ. Пĕчĕк 2 ача пур, анчах вĕсем шкула çÿремеççĕ. Ăна та ачисене хальтерех вĕренме вырнаçтарасси пирки аса илтерчĕç.

Районти шкулсенчен пĕринчи арçын ача ку вĕренÿ çулĕнчи 2-мĕш чĕрĕкре 41 кун уроксенче пулман, нарăс уйăхĕн 2-мĕшренпе вăл каллех шкулта курăнман. Ларура ашшĕ-амăшне ачи шкула çÿренине тĕрĕслесех тăма хушса асăрхаттарса хăварчĕç. Йĕрке пăснăшăн ку шăпах колледжра вĕренекен çула çитмен хĕр ачан (ăна хăйне 100 тенкĕлĕх штрафларĕç) амăшне те, пĕрлех пулнă тепĕр хĕр ачан (вăл та 100 тенкĕ штраф тÿлĕ) ашшĕне те пырса тиврĕ.

5-мĕш класра вĕренекен хĕр ачан амăшĕ тата унпа пĕрле пурăнакан арçын вара намăс-симĕсе çухатсах ларăва хĕрĕнкĕ килнĕ. Килнĕ тени тĕрĕсех те мар пуль-ха, вĕсене милици сотрудникĕ илсе çитернĕ. Мĕн ыйтăн-ха ĕнтĕ вĕсенчен? Урă пуçпа сайра çÿренĕрен, милици ĕçченĕ каланă тăрăх, пÿрт-çуртĕнче те таса мар, шăршă-маршă тăрать, юхăнса çитнĕрен витĕрех “çил ачисем” ашкăнаççĕ. Ку çемье йĕркеллĕ маррисен йышĕнче шутра та тăрать-мĕн. Амăшĕ хăйне асăрхаттарса каланине туйса илчĕ-ши хăть? Хĕр ачи ура çине епле тăрĕ? Пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илĕ-ши вăл? Кÿршĕ-аршă, шкул, ял тăрăхĕ йĕркелешсе çитме пулăшу парĕ-ши ку çемьене? Çак тата ытти ыйтусем лару хыççăн та пуçран тухма пĕлмерĕç. Хуравне вара чи малтанах амăшĕнче шырамалла пуль.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика