АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕ. Вăл ăçта тата мĕнле иртрĕ?

03 марта 2009 г.

 

Хăшĕ-пĕрисем “Пĕрлехи информаци кунĕсем тивĕçлĕ шайра иртмеççĕ”, тесе çирĕплетме пăхаççĕ. Вĕсене йĕркелессипе ĕçленĕ май, эпĕ ку вуçех те тĕрĕс маррине каласшăн, çакна вара тĕслĕхсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе кăтартса парасшăн.

Трак енре черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче, юн кун, пулчĕ. Вăл Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче епле иртни пирки район хаçачĕн нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче пичетленнĕ материалта каласа панăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпах кун çинче ытлах чарăнса тăмăп та. Çакна çеç уйрăммăн палăртса хăварасшăн. Мăн Шетмĕ енче информаци кунĕсем кашнинчех çынсем нумайăн хутшăннипе, халăх активлă пулнипе, ыйтусем чылай çĕкленипе тата вĕсен çивĕчлĕхĕ пысăккипе иртеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А. И. Федоровăн çаврăнăçулăхĕнчен те килет çакă. Александр Иванович ку евĕр мероприяти умĕн çийĕнчех ятарлă программа хатĕрлет, унăн темине халăх патне çитерет, тĕл пулусем ăçта, хăçан иртесси çинчен çынсене маларахах пĕлтерсе хурать. Акă, çавăнпах ĕнтĕ ку тăрăхри икĕ тĕл пулура 60 çын пулчĕ, республикăран, районтан пынă информаци ушкăнĕсен членĕсем патне ыйтусем те сахал мар тупăнчĕç вĕсен.

Е тата тепĕр тĕл пулу пирки чарăнса тăрăп. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова ертсе пынă ушкăн ку хутĕнче Алманч ял тăрăхĕнче пулнă, тĕп усадьбăра тата Шывпуçĕнчи кану центрĕнче халăхпа курнăçнă, пĕрине — 65-ĕн, теприне 22 çын хутшăннă. Альбина Валерьяновна, Перекет банкĕпе “Единая Россия” парти представителĕсем информаци кунĕн темисене çутатса панă хыççăн ял çыннисем çĕкленĕ ыйтусене те хуравланă. Вĕсенчен чи çивĕччи — 160-мĕш номерлĕ “Шупашкар — Алманч” маршрут автобусне Шывпуç ялне çитиччен çÿретмелле тăвасси. Ăна ку хутĕнче Г. П. Скворцов хускатнă. Çак ыйтăва республикăри информаци ушкăнĕн членĕсем урлă ЧР “Чувашавтотранс” патшалăх унитари предприятийĕн ертÿçисем патне çитертĕмĕр. Вĕсен хуравне вара райхаçатра пичетлĕпĕр. Халăха, уйрăмах çулĕсемпе аслисене, пенси ыйтăвĕсем тăтăшах интереслентерççĕ. Саккунри çĕнĕлĕх-сене вĕсем район хаçатĕнче те пичетлеме ыйтаççĕ. Ку хутĕнче вара, сăмахран, А. В. Петрова пенси ыйтăвĕпе 15 çынна уйрăммăн йышăннă. Çак ушкăн хăйсем патне пырасса еншикчуллăсем те кĕтеççĕ. “Эпир хирĕç мар, халăха пĕлтерсе хурсан, çийĕнчех çитĕпĕр”, — терĕ кун пирки систерсен Альбина Валерьяновна. Çакăнтан тĕслĕх илмелли те пур: тĕл пулусене Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ В. В. Долгов та, Э. Я. Васильевапа О. В. Сергеев ертсе пыракан специалистсем те хутшăннă. Халăхпа тытакан çыхăнăва çирĕплетме çине тăнин пĕр тĕслĕхĕ мар-и-ха ку? Çапла иккенне никам та хирĕçлеймĕ.

Пикшикре нарăс уйăхĕнчи информаци кунĕнче район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Н. Лукин ертсе пыракан ушкăн пулнă. Ял хуçалăх тата вĕрентÿ пайĕсен представителĕсем В. А. Васильевпа Т. В. Викторова та кĕнĕ унта. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. А. Порфирьев та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов та пулнă вĕсемпе пĕрле. Сăмах май, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В. М. Рожков, милици сотрудникĕсем, уйрăмах милицин участоксенчи инспекторĕсем тĕл пулусене кашнинчех хутшăнма çине тăнине те ырламасăр май çук. Юлашки вăхăтра тата сывлăх сыхлавĕн “Красноармейскинчи тĕп больница” муниципаллă учрежденийĕн тухса çÿрекен поликлиники те информаци кунĕ вăхăтĕнче чирлисене вăл е ку ял тăрăхĕнче йышăнма тытăнчĕ. Тĕрлĕ специальноçлă врачсем, çав шутрах Г. Н. Сушко тĕп врач та, кунсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнассипе консультацисем те параççĕ, лекцисем те вулаççĕ. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем çак çĕнĕлĕхе ырласа йышăнни пирки пĕлтереççĕ. Апла пулсан çакăн усăлăхĕ пысăкки куç кĕрет мар-и?

Информаци ушкăнĕсен ертÿçисемпе членĕсене инçетри тата пĕчĕк ялсене çитсе вĕсенче пурăнакансемпе сăмахламалли пирки аса илтерсех тăратпăр. Шупуçĕнче, Санькассипе Пĕрремĕш Çĕньялта, ытти хăш-пĕр ял çыннисем вĕсене тем пекех кĕтеççĕ, тарават йышăнаççĕ, ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Апла пулсан пирĕн çынсене Пĕрлехи информаци кунĕсем, тепĕр хут калатăп, тем пекех кирлĕ.

Чатукассипе Çавалçырма ялĕсене çитнĕ, ав, иртнинче социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л. А. Киселев ертсе пынă ушкăн. Пĕрле милици сотрудникĕ те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов та çÿренĕ. 36 çынпа курнăçнă вĕсем, пĕрне харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

Ытти ял тăрăхĕсене те çитнĕ информаци ушкăнĕсен членĕсем нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче. Шупашкартан килнĕ яваплă 7 çын та пулнă вĕсемпе. Вун-вун ыйту çĕкленĕ тĕл пулусем вăхăтĕнче ял çыннисем. Хăшне-пĕрне ушкăнсен ертÿçисем çийĕнчех хуравланă, теприсене çитес тĕл пулусенче хурав пама шантарнă, татса пама вăхăт кирлĕ, йывăртарах ыйтусене вара çырса килнĕ.

Вĕсенчен пĕри те, паллах, шута илĕнмесĕр юлмасть. Ыйтусене район администрацийĕнчи пĕтĕмлетÿ вăхăтĕнче те хускатаççĕ. Ку хутĕнче, сăмахран, ял çыннисем сĕт хакĕ пĕчĕкки пирки те пăшăрханса калаçнă. Район ятне “Трак” парасси пирки те сĕнÿ пулнă.

Пĕтĕмлетнĕ май, çапла калама пулать. Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕнче ялсенче пĕтĕмпе 14 тĕл пулу йĕркеленĕ, вĕсенче 357 çын пулнă, 21 çынна харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Апла пулсан кунашкал тĕл пулусем малашне те кирлех. Çынпа куçа куçăн калаçнине, чăн та, нимĕн те çитмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика