27 февраля 2009 г.
Анчахрах Тусайри кану çуртĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнчи ĕçченсем концерт кăтартрĕç.
Юрăçсене куракансем ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Залра сивĕрех пулсан та, пĕрин хыççăн тепри илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Сцена çине Эльвира Федорова, Анатолий Алексеев, Николай Никоноров, Геннадий Яковлев, Марина Иванова, Надежда Филиппова тухрĕç.
Юрăçсем шÿтсене те ăста вылярĕç.