АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе

27 февраля 2009 г.

 

Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа савăнăçлă каç иртрĕ.

Ăна Ольгăпа Айгуля Дуйсембаевасем уçрĕç, вĕсемех ертсе пычĕç. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă каçра Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков тухса калаçрĕ, пухăннисене çак уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

— Паян пирĕн ял тăрăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн 14 ветеранĕ, 16 воин-интернационалист, Чечен Республикинче çар тивĕçĕсене пурнăçланисем 46-ăн пурăнаççĕ, — терĕ Владимир Константинович. — Халĕ 45 каччă çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçлать, 5-ĕн контракт йĕркипе çĕр-шыв чиккисене сыхлаççĕ.

Куракансене халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче вăй хуракан А. Алексеевпа Г. Яковлев, хĕрсен ушкăнĕ, районти искусство шкулне çÿрекенсем, А. Батракова юрă-ташă парнелерĕç, ĕç ветеранĕ Г. Сергеев çарти кулăшсемпе тыткăна илчĕ. Тăхтавсем вăхăтĕнче “Орифлейм” фирма продукцине рекламăларĕç, телейлисем фирма япалисене тивĕçрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика